27 мая 2009 г.
Юлашки çулсенче тăлăха юлнă тата ашшĕ-амăшĕсем пăрахнă ачасем çине патшалăх тимлĕрех пăхма пуçларĕ. Енчен те маларах вĕсене опекăна илнĕ çемьесене укçа-тенкĕ паман пулсассăн, 2003-2004 çулсенчен пуçласа ачасене усрав çемьесене вырнаçтарасси анлă сарăлчĕ, çавна май усрава илнĕ çынсене укçа та пама пуçларĕç. Юлашки темиçе çул хушшинче 27 ача çĕнĕ çемье тупрĕ, пĕтĕмпе - (41), 16 - Шăплатра, 4 - Шăхальте, 5 - Пысăк Енккассинче, 4 - Вăтакасра, Вăрмар поселокĕнче - 5. Çĕнĕ ашшĕ-амăшĕсем хушшинче учительсем пурри савăнтарать. Акă вĕсем - Е.Степанова (Чупай шкулĕ), Е.Иванова (Урнар шкулĕ), Р.Мартынова (Пысăк Енккасси шкулĕ). 2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Опекăпа попечительство çинчен» федераллă саккун ĕçлеме пуçларĕ. Вăл ачасен опекунĕ е попечителĕ пулас тесен кирлĕ документсене хăвăртрах йĕркелеме май парать.
Пĕтĕмпе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче учетра тăракан 98 ачаран 24-шĕ хăр тăлăх, ытти 74-шĕн ашшĕ-амăшне е правасăр хăварнă, е тĕрмере, е шыравра е урăх сăлтав. Ăнăçсăр 91 çемьери 165 ачан пурнăçĕ те çăмăлах мар. Район администрацийĕ вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Икĕ çул хушшинче вĕсенчен 30-шĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн марафонра пухнă укçапа «Романтика» лагерьте канса сывлăхĕсене çирĕплетме пултарчĕç. Кăçал канма каякансем те пулĕç.
Районĕпе халĕ ачасене усрава илнĕ 20 çемье, ашшĕ-амăшĕсене çакăншăн шалу тÿлеççĕ. 2 ачашăн вăл - 3295 тенкĕ, 3-4 ачашăн 4680 тенкĕ. 2009 çултан ачана усрава илнĕшĕн паракан пĕр вăхăтлăх пособи калапăшĕ 9592 тенкĕпе танлашать. 2006 çултан тăлăх ачасене çурт е хваттер илсе парас йĕрке вăя кĕчĕ. Акă 2006 çулта Вăрмар поселокĕнче 1 ачана пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илсе панă, 2007 çулта - 3. 2008 çулта ял тăрăхĕсенче вĕсен валли 3 уйрăм çурт илсе панă. 2009 çулта тăлăх ачасене пурăнмаллипе тивĕçтерме республикăран 1 миллион та 484,7 пин, федераци бюджетĕнчен 742,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă.