АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте пĕр тан пулмалла

27 мая 2009 г.

Пурнăçра тĕрлĕ çынсем тĕл пулаççĕ. Хăшĕсене «кăткă пекех ĕçе юратаççĕ» теççĕ, теприсем вара, «шăрчăксем» пулĕ. Çакна ытларах И.Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă» сăвăран илсе калаççĕ. Шкулта вĕреннĕ кашни çын çак сăвва пĕлетех ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем ăнсăртран «йĕплĕ пралук» леш енне те лекеççĕ. Ытлашши йывăрах мар преступлени тунисене условнăй майпа айăплаççĕ. Кун пеккисен пурнăçне общественноç хăй еккипе ямасть, тĕрĕслесех тăрать, кирлĕ пулсан тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Район администрацийĕнче вĕсемпе ĕçлеме ятарлă комисси йĕркеленĕ. Унта райадминистрацинче тĕрлĕ пайсенче ĕçлекенсем, районти тĕп больницăра, ĕçпе тивĕçтерекен центрта, çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕнчи сотрудниксем. Акă ку хутĕнче çак комисси Кĕлкеш ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунти социаллă пулăшу кирлĕ çынсемпе тĕл пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç. Комисси председателĕ - райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ку таранчченхи ĕçсемпе паллаштарчĕ, социаллă пулăшу кирлĕ çынсене пулăшма хатĕррине шантарчĕ. Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи лару-тăру пирки унăн пуçлăхĕ В.Данилов, çавăн пекех милицин участокри уполномоченнăйĕ С.Васильев тухса калаçрĕç. Условнăй майпа айăпланнисене контроллесе тăрас енĕпе ĕçлекен районти инспекцийĕн начальникĕ Ю.Табаков, райадминистрацин право йĕркисене пăсасран профилактика ĕçĕсем туса ирттерес енĕпе ĕçлекен координаторĕ, тĕп специалист-эксперт И.Дмитриева çынсене социаллă пулăшу кÿресси çинчен чарăнса тăчĕ. Çул çитменнисемпе районти шалти ĕçсен пайĕн ку енĕпе ĕçлекен инспекторĕ В.Ананьева ачасемпе калаçу ирттерчĕ. Хальхи вăхăтра районта мĕнле ĕçсенче ĕçлеме май пурри пирки ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Нестеров паллаштарчĕ. Кĕлкеш ял тăрăхĕнче профилактика учетĕнче 40 çын тăрать: тăтăшах эрех ĕçме юратакансем - 5, эрех тата ун йышши спиртлă шĕвек сутакансем - 9, судпа айăпланнисем - 10, йĕркене тăтăшах пăсакансем - 3, ăнăçсăр çемье - 1, çул çитмен ача - 2, психика енчен чирлисем 4 çын тата ыттисем те. Районти ШĔПĕн хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Яранов обществăлла йĕркене сыхласси мĕнле пулса пыни çинчен чарăнса тăчĕ.

- Çак çынсене тимлĕх кирлĕ. Вĕсене пурне те тÿрĕ çул çине тăма пулăшмалла, пурăннă чух пурте пĕр тан, - терĕç комисси членĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика