27 мая 2009 г.
«Салтакран таврăннăранпа 25 çул çитрĕ пулин те, çавăн чухнехи самантсем асран тухмаççĕ», - тет çĕршыв чиккине хуралланă, Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă, халĕ район больницинче стоматолог-ортопедра тăрăшакан Анатолий Ювеналиевич Игнатьев врач.
- Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайма черет çитрĕ. Пире пуйăспа Еврей автономи округĕн тĕп хулине - Биробиджана илсе çитерчĕç. Кунта виçĕ уйăх вĕрентнĕ хыççăн 200 пограничника Туркменири Керки хулинчи çар базине илсе çитерчĕç. Маневр тăвакан десантпа штурм ушкăнне лекрĕм. Çак базăран вертолетпа Афганистана тăтăшах вĕçеттĕмĕр. 1982 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 1984 çулхи июнь уйăхĕччен Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçларăм. Кишлаксене «душмансенчен» тасататтăмăр. Килте хĕç-пăшал тытса усракансене тупса палăртаттăмăр, засадăра тăраттăмăр.
Салтакран таврăннă хыççăн вăл Хусанти патшалăх медицина институтĕнчи стоматологи факультетне вĕренме кĕрет.
- Вĕреннĕ вăхăтра мана патшалăх хăрушсăрлăх комитетне (ГКБ) пыма повестка пачĕç. Хăраса ÿкрĕм. Афган çĕрĕ çинче нимĕнле пăсăк ĕç те туманччĕ-çке; - калаçăва малалла тăсать Анатолий Ювеналиевич.
Çавăн чухне ĕнтĕ ăна «душмансемпе» çапăçнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн хăй вăхăтĕнче парса ĕлкĕреймен «Хăюлăхшăн» медале парса чыс тăваççĕ. Службăра тăнă вăхăтра ăна СССР Верховнăй Совет Президиумĕ Афганистанра интернационалла тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Хисеп грамотипе наградăлать. Унăн кăкăрне çавăн пекех Афганистан правительстви панă наградăсем, «Чикĕри çарсене - 90 çул» юбилей медалĕ илем кÿреççĕ.
1989 çулта вăл Хусанти института вĕренсе пĕтерет. Пĕр çулталăк унтах интернатурăра пĕлĕве малалла ÿстерет. 1996 çулхи июнь уйăхĕнчен район больницинче врач пулса ĕçлеме тытăнать те мĕн паян кунчченех хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне парать.
2005 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче Вăрмар поселокĕнчи 8-мĕш округри суйлавçăсем А.Игнатьева Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйласа пысăк чыс тăваççĕ. Суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать.
Мăшăрĕпе - Ирина Леонидовнăпа (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентет) икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли - Сергей ашшĕ çулĕпе кайнă, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче стоматологи уйрăмĕнче вĕренет. Виктор ывăлĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 9-мĕш класа вĕренсе пĕтерет.
Çапла ĕçлесе пурăнать, çĕршыв чиккине çирĕп хуралланă иккĕмĕш категориллĕ врач Анатолий Ювеналиевич Игнатьев.