АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăкĕсене яриех уçĕ

23 мая 2009 г.

Район центрĕнче Республика кунĕ тĕлне хута ямалли пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенчен пĕри - физкультурăпа сиплев комплексĕ. Кунта икĕ бассейн, спорт залĕ, сауна, медицина центрĕ вырăн тупĕç. Европа шайĕпе тăвакан чаплă керменĕн тулашĕ халех куçа илĕртет. Ăна хута ярсан кунта районти ăмăртусем кăна мар, республикăри, çĕршыври, тĕнчери тупăшусем ирттерме те условисем çителĕклĕ. Шыв яланах таса пулмалла. Пĕтĕм тĕнчери стандарта тивĕçтерекен сакăр артезиан скважини шывпа тивĕçтерсе тăрĕ. Комплекса хăпартакан «ПМК Водоснабжения» тулли мар яваплă общество ку енĕпе пуян опыт пухнă. Çакăн евĕр объектсене сахал мар туса хута янă.

Объектра халĕ «Палис» тулли мар яваплă обществăн строителĕсемпе ыттисем вăй хураççĕ. Плиткăсем хураççĕ, сăрлаççĕ. «Мир окон и дверей» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем кантăксене лартса пĕтернĕ, алăксене майлаштараççĕ, территорие тирпей-илем кĕртеççĕ, çул тата тротуар тума хатĕрленеççĕ.

- Бассейнсене паян тесен паян хута яма хатĕр. Ытти оборудованисене те кÿрсе килнĕ. Объекта Республика кунĕ тĕлне хута ярассишĕн мĕн пур вăй-хала парăпăр, - пĕлтерет участок начальникĕ Геннадий Алексеевич Кузнецов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика