20 мая 2009 г.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ эрнелĕхе пĕтĕмлетсе Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта районти шкулсенчи вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен конкурсĕ пулса иртрĕ. Кашни шкултан вĕренекенсемпе пĕрер вĕренекен хутшăнчĕç çак пысăк уява.
Халиччен Пысăк Енккассинчи шкулта пулса курман ачасемшĕн кунта курмалли чăннипех те нумай. Хулари шкулпа танлашакан шкула ачасем мухтамасăр, хăйсем тĕлĕннине кăтартмасăр чăтаймарĕç. Чăваш литературине вĕрентекен И.Ивановăпа А.Михайлов чăваш чĕлхи кунне ирттерме чăн-чăн чăвашла хатĕрленнине те палăртмасăр хăварма май çук.
Илемлĕ вулакансен конкурсне Ирина Васильевна вĕрентекен ăнăçлă та пултаруллă ертсе пычĕ.
- Пĕлесчĕ сан, пĕлесчĕ сан, тăванăм,
Чĕрешĕн мĕн тери паха вăл, ăш сăмах, -
Альпăрт Канаш çырнă çак сăмахсемпе пуçларĕ вăл уява. Уяв иртекен акт залне тĕплĕн хатĕрленĕ, йĕри-тавра пĕрре пăхса илсенех чăвашсен уявĕ пулнине пĕлме пулать.
Виçĕ номинацире ăмăртрĕç уява хутшăнакансем, виçĕ темăпа янăрарĕç сăвăсемпе монологсем: чăваш чĕлхи, çынна ырă ту, вăрçă теми. Вĕренекенсем пурте пултарнă таран илемлĕ те чуна пырса тивмелле вулама тăрăшрĕç. Сумлă жюри (председателĕ Л.Цыфаркина) ачасен пултарулăхне çапла хак пачĕ: чăваш чĕлхине халалланă сăвăсене вулакансенчен 1-мĕш вырăна Чулкас шкулĕнчи Эльвира Иванова тухрĕ, вăл Г.Н.Волков тăван чĕлхе çинчен çырнă йĕркесене вуларĕ, 2-мĕш вырăнта - Кивĕ Вăрмар шкулĕнчи А.Казаков. Хăй çырнă «Тăван ен» ятлă сăвăпа тухрĕ çамрăк çыравçă куракансем умне - çын юраттăр çынна, хисеплетĕр çынна, çын патне эс васка, ырă ту. Ку номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртайман.
Вăрçă темипе çырнă хайлавсене вулакансем хушшинче Н.Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕ» драминчи амăшĕн монологне вуласа Кавал шкулĕнчен килнĕ А.Андреева çĕнтерÿçĕ пулчĕ, 2-мĕш вырăнта - Пысăк Енккасси шкулĕнчи Т.Степанова, вăл Ю.Сементерĕн «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» хайлавне чуна пырса тивмелле вуларĕ.
Вăрçă темипе çырнă хайлавсене икĕ пая уйăрнă. «Поэзи» номинацире Чупай шкулĕнчи Т.Пугачева 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. А.Алкан «Ырă ят» сăввине вуларĕ вăл. Энĕшпуç шкулĕнчи А.Васильев В.Урташăн «Пурăнас килет» хайлавĕнчи сыпăка вуласа 2-мĕш вырăна тухрĕ.
Тăван ен культурине чăваш чĕлхипе литературине мĕнле пĕлнине хак парас тĕллевпе Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул вĕрентекенĕ В.Антонова йĕркеленипе конкурс ирттерчĕç. Ыйтусем çине тĕрĕс хурав парса Тикаш шкулĕнче вĕренекен К. Иванова (8 кл.) 1-мĕш вырăна тухрĕ, - 2-мĕш вырăнта - Кĕтеснерти шкулта 6-мĕш класра вĕренекен М.Иванова (10 кл.), 3-мĕш вырăнта - Пысăк Енккасси шкулĕнчи А.Степанова (10 кл.).
Пысăк Енккасси шкулĕнче ĕçлекен А.Михайлов хăй те сăвăсемпе калавсем çырать. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса хутшăнса вăл çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. «Школьник» хаçатра пĕрремĕш сăвви кун çути курнă, кайран «Тантăшпа» тачă çыхăну тытма пуçланă. Андрей Петрович уява хутшăнакансене хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарчĕ.
Конкурс ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан З.Пуклакова чăваш чĕлхи эрнинче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, чĕлхе çинчен сочинени, сăвă çыракансем, чăваш çыравçисен çĕр ĕçĕпе çыхăннă çĕр ĕçченĕн пурнăçне çутатса паракан хăйлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем тăвакансем йышлă пулни çинчен каларĕ.