16 мая 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе йышăннă. Пирĕн Мăнçырма ялĕнче те пур вĕсем, хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнисем. Акă, илер-ха Анатолий Александрович Александрова: 1953 çулта шкулта 7 класс вĕренсе пĕтерсен «Правда» колхозра ĕçлеме пуçланă. Лашапа кĕлте, Тĕмер вăрманĕнчен йывăç турттарать. Укçа-тенкĕ кирлĕ пирки çамрăк каччă чукун çул çинче механизациленĕ колоннăра Тутар республикинчи Куланга станцийĕнче вăй хурать, кайран вĕсене Мордва республикинче вырнаçнă Красный Узел хулине куçараççĕ. Анатолий, техникăна юратаканскер, Казахстанри Актюбинск облаçĕнче вырнаçнă Джуста поселокĕнчи механизаци училищинче вĕренме пуçлать, унта вăл тракторист, комбайнер, слесарь профессисене алла илет. Тольăна Оренбург облаçĕнчи сурăх ĕрчетекен совхоза ĕçлеме яраççĕ, С-80 трактор шанса параççĕ. 5 касуллă икĕ плуга пĕр-пĕринчен кăкарса сухалать. Калатпăр, илтетпĕр, тăван ял хăй патне туртать тенине, çавăнпа та Анатолий киле таврăнать. 1959 çулхи октябрь уйăхĕнче известь заводне ĕçлеме вырнаçать. Чукун çул хĕрринче вырнаçнă электростанцинче механик пулса авăртнă известь çăнăхне вагонсем çине транспортерпа тиеттерет. 1962 çулхи майăн 26-мĕшĕнче Толя хамăр ял хĕрĕпе Нина Ивановапа çемье çавăрать, çав вăхăтра вăл Хусанта каменщикра ĕçленĕ, кайран Тольăн мăшăрĕ 8 çула яхăн юсавпа строительство участокĕнче хăй юратнă ĕçĕнче тăрăшрĕ. Анатолий «Сельхозтехникăна» куçса слесарь пулса вăй хума пуçларĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра каçхине ĕç хыççăн вĕрентекен шкулсем пурччĕ. А.Александров ĕçрен пĕр сехет маларах тухса Мăнçырмари каçхи шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсе аттестатлă пулчĕ. Шкул пĕтерсен çав çулах Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчи механизаци уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕренме пуçлать. Техникума та ăнăçлă пĕтерсе техник-механик специальноçне алла илет Анатолий Александрович. 1969 çулта «Правда» колхоза ертсе пыракансем ыйтнипе яла таврăнса бригадир-механик пулса ĕçлеме пуçлать те мĕн пенсие тухичченех колхоз-совхозра вăй хурать. Унăн ĕçне тракторсене тухăçлă ĕçлеттересси, юсав ĕçĕсем тунă чухне вĕрентсе пулăшасси, регулировка туса парасси тата ытти те кĕрет. Пĕр тĕслĕх çеç аса илсе каласа парать Анатолий Александрович. Çур аки вăхăтĕнче анасене сухаланă чухне пĕр трактористăн (хушаматне çырмăпăр) тракторĕ ванса ларать, лешĕ çур аки çакăнпа пĕтрĕ ĕнтĕ тесе пăшăрханать. А.Александров ăна лăплантарать, трактора пĕр сехет çурăрах юсаса парать. 1976 çулта «Правда» колхозран «Мусирминский» совхоз йĕркелеççĕ, вăл Шупашкарти «Чувашхмельпром» треста пăхăнса тăма пуçлать. Анатолий Александровича тĕп инженер пулма уйăрса лартаççĕ. Вăл халиччен алă вĕççĕн тунă ĕçсене механизацилеме тытăнать. Куншăн паллах, свинаркăсем савăннă ĕнтĕ. Йĕтем çинчи ĕçсене те механизацилеме тăрăшнă А.Александров. Халиччен складсене тырра михĕсемпе çĕкленĕ пулсан, халĕ шнексемпе, транспортерсемпе кĕртме пуçланă. Тырă типĕтекен, аллакан КЗСра подъемника çĕклемелле тунă. Совхоз директорĕн заместителĕ те пулса тăрăшнă вăл. Совхозра ĕçленĕ хушăра ялти шкулта 10 çул хушши «Основы производства» дисциплинине ертсе пынă, Анатолий Александрович обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă, çичĕ созыв ял Совечĕн депутатне суйланă, ăна шкулта ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн, ДОСААФăн пуçламăш организацийĕн председателĕ пулнă, ачасене пĕчĕк калибрлă винтовкăран пертернĕ. Пĕлтĕр ял патне, чиркĕве каякан ватăрах çынсене çÿреме картлашкасем туса пачĕ. Мăшăрĕпе, Нинăпа, 45 çул пурăнчĕç, 5 ача çуратса пăхса ÿстерчĕç. Асли, Владимир, çартан подполковник званийĕпе отставкăна тухрĕ. Надя Шупашкарти тракторсем тăвакан завод больницинче аслă сестра. Галина университет вĕренсе пĕтерсе ялти шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Таня Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр ялта фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулса тăрăшать. Кĕçĕнни, Сергей, «Урмарская» строительство организацийĕнче 25 тонна çĕклекен хăватлă КамАЗ кранпа ĕçлет. Анчах шел, Анатолий мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ, Тольăна «çунатсăр» тăратса хăварчĕ. 1987 çулхи февраль уйăхĕнче Анатолий Александрович 50 çул тултарсан «Ĕç ветеранĕ» ята парса чыс тунă, Хисеп грамотисем темĕн чухлех унăн, хаклă парнесем те илме тивĕç пулнă А.Александров.