АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă суранĕ

16 мая 2009 г.

Тăван енрен службăра аякра тăнă май, Аслă Отечественнăй вăрçăран йывăр суранпа таврăннă Кавал çамрăкĕпе - Григорий Моклаковпа 1947 çулхи çулла яла таврăнсан кăна тĕл пулма тÿр килчĕ. Çамрăк чухнех лайăх пĕлнĕ çурт патне çывхарсан музыка сасси илтĕнсе кайрĕ. Григорий Васильевич илемлĕ кĕвĕ шăрантарать. Хапхана уçса кĕтĕм те, крыльца çинче Гриша баян тытса ларнине куртăм. Çамрăк чухне пĕрле выляса ÿснĕскер манăн сасса тÿрех тавçăрса илчĕ. Савăннипе эпир пĕр-пĕрне ыталаса илтĕмĕр. Вăл мана хăйĕн куçĕпе курасшăнччĕ ĕнтĕ. Анчах кăлăхах. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн пынă хаяр çапăçура хăйĕн икĕ куçне те çухатнă, суккăр тăрса юлнă. Çапах Гриша пуçне усман. Вăл çĕршывшăн усăллă çын пулма тăрăшнă, вĕреннĕ, ĕçленĕ.

... 1942 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче çамрăк салтаксене Мускав хулинчен Раменск хулине илсе килнĕ. Пилĕк уйăх хушши вĕсене çар ĕçне вĕрентнĕ. Ун хыççăн вĕсене стрелоксен 39-мĕш дивизийĕн составĕпе Сталинград хули çывăхне илсе кайнă. Çавсен хушшинче пирĕн ентеш Г.Моклаков та пулнă. Котлубань станци çывăхĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Станци пилĕк хутчен алăран-алла куçнă. Сентябрь уйăхĕн варринче 13-мĕш гварди дивизийĕ, тăшман персе тăнине пăхмасăрах Сталинград хулине çĕмĕрсе кĕрет. Разведчиксен отрячĕ фашистсене çапса аркатас енĕпе хăйĕн заданине чыслăн пурнăçлать.

1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче вĕсен дивизийĕ Сталинграда пыракан çула фашистсенчен пÿлес тесе контратака пуçлама приказ илнĕ. Ротăра сывă юлнă тата опытлă салтаксенчен «чăмăр» туса хунă. Унта Г.Моклаков та кĕнĕ. Кашни салтакăн автомат, икшер граната пулнă. Йĕри-тавра курăнакан вырăн, ниçта пытанма çук. Нимĕçсем сас-чÿ илтнĕ пулмалла, ракета кăларса янă. Йĕри-тавра çап-çутă. Фашистсем пулеметран пеме пуçланă. Г.Моклаков хирĕç пеме тытăннă, тăшман шăпланнă. Тепĕр пулемечĕ сас панă. Фашистсем çине тепĕр гранатине ывăтнă вăхăтра унăн автоматăн дискне фашистсен çурăлакан пульли пырса лекнĕ, автомат магазинĕ çурăлса сирпĕннĕ, ентешĕн икĕ куçне те осколка лекнĕ. «Çав вăхăтра мана темиçе тĕлтен çиçĕм лекнĕ пек туйăнчĕ», - çапла аса илнĕ вăл вăрçă суранĕ пирки. Йывăр сурансем хыççăн тăнсăр пулса выртать. Тăна кĕрсен юлташĕсене пулăшма ыйтать. Часах ăна асăрхаççĕ, медсанбата илсе каяççĕ. Ун сывлăхĕшĕн Балашово, Пенза, Свердловск, Ленинград хулисенчи чи лайăх врачсем кĕрешеççĕ. Питех те шел, куçсене курмалла тума май килменнине туйса илеççĕ. Палатăра ун пеккисем нумайăн пулнă. Гриша медицина комиссийĕ витĕр тухать. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ тесе йышăнаççĕ. Çакăн çинчен вăл Кавалти ашшĕ-амăшне тата юратнă хĕрне Верăна çырса пĕлтерет. Хуравне чи малтанах савнă тусĕнчен илет. «Кĕтетĕп сана, Гриша, хăвăртрах таврăн», пĕлтернĕ ăна Вера. Ашшĕ-амăшĕ те чăтаймасăр кĕтни çинчен çырса пĕлтереççĕ. Фронтран ăна салтаксем килех килсе леçеççĕ. Ял-йыш, тăванĕсем, ял пуçлăхĕсем вăрçă паттăрне ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Часах ăна клуб заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ, Кавал ял Советне депутата суйлаççĕ. Вырăнти пуçлăхсем ăна Загорск хулинчи музыка шкулне вĕренме кайма сĕнеççĕ. Тăватă çул хушшинче баянпа выляс енĕпе дипломлă специалист пулса тăрать. Шупашкарта культура çурчĕн директорĕнче, художествăлла руководительте вăй хурать. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, СССР культура министерствин знакне тивĕçнĕ. Службăри тивĕçĕсене творчествăри пултарулăхпа çыхăнтарнă. Чăваш радио фондĕнче унăн 30 яхăн юрă.

Мăшăрĕ Вера Максимовна ырă кăмăллă, çирĕп чунлă хĕрарăм пулнă. Вĕсем 10 ача çуратса пăхса ÿстернĕ: 6 ывăл та 4 хĕр. 1972 çулта Вера Максимовна «Ача амăшĕн героини» ята тивĕçнĕ. Пурăна киле 6 ывăлтан иккĕшĕ кăна тăрса юлаççĕ, халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Çак хуйхă-суйха тÿссе ирттерме амăшне питех те йывăр пулнă. Вăл чирлесе ÿкет. 44 çултах çĕре кĕрет. Виличчен пĕр уйăх маларах мăшăрне - Григорий Васильевича çапла каласа хăварать: «Гриша, эпĕ пĕлетĕп, сана питех те йывăр килет. Çамрăк чухне тус-юлташ пулнă Шурăпа калаçса пăх. Вăл ырă кăмăллă çын, сана пăхма пултарать». Чăнахах та çапла килсе тухнă та. Григорий Васильевичпа Александра Васильевна пĕрлешсе паян кунчченех йĕркеллĕ пурăнаççĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Г.Моклакова Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечествăлла вăрçăн I степень орденсемпе, медальсемпе наградăланă, республикăна ертсе пыракан органсен Хисеп грамотисене, «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика