АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дружинниксем канашларĕç

16 мая 2009 г.

Районти Вăрмар хула, пур ял тăрăхĕсенче те халăх дружинин ĕçне йĕркеленĕ. 16 тăрăхра 12 пост 311 дружинника пĕрлештерсе тăрать. Ĕçĕ те вĕсен яваплă, нумай енлĕ, çавăнпа та райадминистрацинче иртнĕ халăх дружинисен ларăвĕнче çивĕч ыйтусем пăхса тухрĕç. Пухăннисем Пысăк Енккасси, Чупай ял тăрăхĕсенче йĕркелĕхе тытса тăрассипе, эрехçĕсемпе кĕрешессипе, çул çитмен ачасем йĕркене пăсасран мĕнле ĕçсем туса ирттернипе информаци итлерĕç. Районти ШĔПĕн хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Яранов халăх дружинисем обществăлла йĕркене сыхлас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Кашни кунах 21-24 сехет хушшинче йĕрке хуралне вăтамран 36 дружинник тухать. Кăçал ШĔП сотрудникĕсемпе пĕрле 26 рейд ирттернĕ, йĕркене пăсакан 14 çынна тытса чарнă. Йĕркене пăсакансенчен ытларахăшĕ ÿсĕр пулнă е хулиганла ĕçсем тунă. Юлашки вăхăтра выльăх тата çынсен пурлăхне вăрланă тĕслĕхсем пулнă. Ку ыйтупа Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, Пысăк Енккассинчи халăх дружинин командирĕ Н.Гаврилов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Ыйтăва пăхса тухнă май, комисси членĕсем дежурство çине татах та тимлĕрех пăхма кирлине палăртрĕç, активлă обществăлла дружинниксене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни те ĕçе çÿллĕрех шая çĕклеме пултарни çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех халăх дружини ретне çĕнĕ членсене илчĕç. Ларăва район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов йĕркелесе ертсе пычĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика