АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музея - экспонат, вулакансене - кĕнеке

16 мая 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери Музейсен кунĕ умĕн В.Цыфаркин тавра пĕлÿçĕ историпе, литературăпа, культурăпа кăсăкланакансене пысăк парне - «Вăрмарсем - ÿнер ăстисем» кĕнеке - кÿчĕ. Çакăн ятлă издани 1991 çултах пуçласа кун çути курнăччĕ, анчах вăхăт шăвать, çĕнĕ истори факчĕсемпе докуменчĕсем те тупăнсах пыраççĕ, пултарулăх лаççинче вăй хуракансен çĕнĕ хайлавсем, юрă-сăвăсем, картинăсем хушăнсах пыраççĕ. Çаксене пурне те шута илсе, хушма материалсемпе пуянлатса, урăх куçпа пăхса хакласа автор кĕнекене çĕнĕрен кăларма хевте çитерчĕ. Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ, чăваш ÿнерĕ - искусствинче - палăрнă писательсем, артистсем, художниксем, юрăçсем, композиторсем çинчен çырнă 26 очерк-портрет кĕнĕ унта, вĕсене 4 ушкăна пайланă. Пĕрремĕшĕ «Сăнарлă сăмах ăстисем - писательсем» ятлă. 9 ентеш - çыравçăн кун-çулĕ - пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашма пулать кунта.

Çÿлерех ахальтен музей кунĕ пирки асăнмарăмăр. Çакăнта кĕнĕ Д.Демидов-Юлташ, Г.Алентей, В.Рсай, Д.Исаев-Авраль, Н.Никифоров-Янташ çинчен калакан очерксем валли материалсем пухас тесе авторăн сахал мар архив, музей материалĕсене тишкерсе тухма тивнĕ. «Кĕвĕ ăстисем - композиторсем» сыпăкри Г.Максимовпа М.Алексеев композиторсем пурнăçран уйрăлни те чылай пулать. Хăйсенчен ыйтса пĕлсе çыраймăн, çавăнпа та чылай материала тĕрлĕ çĕрте шырама тивет, аваллăх управçи вара - ытларах чухне - музей.

Р.Федоров, Н.Садюков паллă сăрă ăстисемпе паллаштаракан тĕрлĕ материала чылай çĕрте тупма пулать. Çав хушăрах Г.Яковлев капкăнçă, А.Васильев ÿнер шкулĕн преподавателĕ пирки аплах калаймăн. Кĕнеке çак çитменлĕхе пĕтерме пулăшать те. Сцена ăстисем çинчен те çавнах каламалла. Е.Никитин, Н.Яковлева, Кĕтеснерти пĕр тăван Иванов-Павловсен çемйи - республикипех паллă. Çав хушăрах ÿнерлĕх тĕнчипе таччăнрах çыхăнура тăракансем кăна Р.Ананьева-Шигина, К.Степанова, Г.Пуклакова, Ю.Филиппов пирĕн ентешсем пулнине пĕлеççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, чăваш литературине, тăван ен культурине вĕренекен шкул ачисемшĕн вăл «ал айĕнчи» кĕнеке пулма кирлĕ. Автор шутланă пекех, эпир те çак кăларăм тăван ен историйĕпе кăсăкланакансемшĕн те усăллă та интереслĕ пуласса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика