АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире çак Аслă куншăн

16 мая 2009 г.

Вăрмар поселокĕ. Тертне тÿсмесĕр ыррине кураймăн тенĕ пек вăрçă нуши паянхи ырă куншăн сахал мар çыннăн куççульне юхтарнă, сехрене хăпартнă, сивĕ тар кăларнă, çынсен кун-çулне татнă. Миçе çын ăна ылханнă пулĕ. Эпир вăрçă çинчен киносем курса, кĕнекесем вуласа, вăрçăра пулнă ветерансем каласа панинчен кăна пĕлетпĕр пулин те вăл çав тери хăрушă пулнине ăнланатпăр. Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитрĕ. Сахал мар çулсем хыçа юлчĕç пулин те çак кун чапĕ хăй вăйне çухатман. Вăл Раççей çарĕн хăватне, çĕршыв хÿтĕлевçисен чыс-хисепне çĕклет. Паян та пирĕншĕн вĕсен паттăрлăхĕ, чун çирĕплĕхĕ ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсем çулсерен чаксах пыраççĕ. Вĕсен сăлтавĕ: вăрçă суранĕсем те, ватлăхĕ те. Çакна район центрĕнче Çĕнтерÿ кунне халалласа иртнĕ митингра та куртăмăр. Районĕпе илсен вăрçă ветеранĕсем пурĕ 88 пулсан, Вăрмар хула тăрăхĕнче - 22. Митинга вара вĕсенчен çурри те тухайман.

Майăн 9-мĕшĕнче район центрĕнче ирхине ирех вăрçă çулĕсенчи юрăсем шăранчĕç. Районти Культурăпа кану центрĕ умĕнче çар кухни ĕçлерĕ, вир пăттипе, чейпе хăналарĕç. Ветерансемпе пĕрле кăмăллакансем пурте салтак пăттине çирĕç.

Район çыннисем малтан тĕп площадье пухăнчĕç. Унтан Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне колоннăпа çул тытрĕç. Кăçал кунта Пысăк Енккасси шкулĕнчи кадетсен класĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç, парада илем кÿчĕç.

10 сехетре Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов митинг уçăлни çинчен пĕлтерсе пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан Раççей Гимнĕ янăрарĕ.

- Çĕнтерÿ кунĕ çулталăкри чи пысăк уяв. Вăл пире таса, мирлĕ тÿпе парнелерĕ. Паянхи куншăн миллионшар çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Вĕсен умĕнче эпир пуç таятпăр. Фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсем çĕршывăн ирĕклĕхне сыхласа хăварчĕç. Çĕнтерÿ кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу, мирлĕ пурнăç сунатпăр, - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах илсе.

Унтан Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариатĕнчи М.Пуклаков подполковник, районти ветерансен ячĕпе Ф.Ларионов, хамăр район çынни, II рангри капитан В.Алексеев,Мăнçырмари Тихвин чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç, паттăрлăх кăтартнисемпе мухтанчĕç, тулăх пурнăç, ăнăçу сунчĕç. Митинг малалла пычĕ. Вăрçăра пуçĕсене хунисене аса илсе шăплăх минучĕ, унтан салют пулчĕ. Çак вăхăтра Çĕнтерÿçĕ-салтак умĕнче ĕмĕр сÿнми çулăм та ытларах ялкăшса халăхпа пĕрле хальхи мирлĕ пурнăçшăн хĕпĕртерĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ чечек кăшăлĕсемпе тата чĕрĕ чечексен çыххипе хупланчĕ. Çакă вăл вăрçăра выртса юлнисене хисепленин пĕр пĕчĕк пайĕ. Чечек çыххисене вăрçă вăхăтĕнче çар ĕç комиссариачĕ пулнă вырăна - хальхи поликлиника, районти çар ĕç комиссариачĕн çурчĕ умĕнчи асăну хăмисем çине, интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçĕсене хунисене хисеплесе лартнă монумент умне чечексем хучĕç.

Митинга хутшăннă халăха дикторсен уçă сасси вăрçă çулĕсене аса илтерсе чунĕсене пăчăртарĕ, çав вăхăтрах савăнăç кÿчĕ. Уяв чылайччен тăсăлчĕ. Çамрăк армеецсен парачĕ, унтан концерт пулчĕ.

Кавал. Аслă Çĕнтерÿ кунне уявлама чылай çын пуçтарăнчĕ Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă воинсене чысласа лартнă палăк умне. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе палăка тата ун йĕри-тавра тытнă шиттисене çĕнĕрен сăрласа илемлетнĕ. Унта лартнă йывăçсем сип-симĕс çулçăсем кăларнă.

Акă параппан çапни, юрă юрлани илтĕнсе каять. Палăк умне шкул ачисем, учительсем стройпа утса кĕрсе тăраççĕ.

Унтан митинг пуçланать. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уçать. Вăл митинга килнĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, ытти халăха пысăк та чаплă уяв ячĕпе саламлать. Митингра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем Г.Моклаков, М.Степанов, В.Иванов, М.Лукин, вăрçă ветеранĕсен арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем Р.Туртушова тата А.Семенова, шкул директорĕ Т.Алексеева тухса калаçрĕç. Пухăннисене район Пухăвĕн депутачĕ, кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров саламларĕ, паттăрсене асăнса палăк умне чечек çыххи хучĕ. Унтан шкул ачисен концерчĕ пуçланать. Вăрçă вăхăтĕнче çырнă, юрланă юрăсене шăрантарчĕç ачасем. Ку юрăсене итлесе вăрçă ветеранĕсем хаяр çапăçусене, вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсем фронта пулăшас тесе мĕнле ĕçленине, пурăннине аса илчĕç. Хăйсен ăшĕнче пурте Тăван çĕршыва сыхласа хăварнă фронт паттăрĕсене, тыл ĕçченĕсене тав турĕç.

Чулкас. Çĕнтерÿ кунне халалланă митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев уçрĕ. Пухăннисене вăл çак паллă кунпа саламларĕ, Афганистанри вăрçă участникне В.Макаров полковнике сăмах пачĕ. «Пилеш» ача садне çÿрекенсем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç, ялти шкулта вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç. Вăрçă участникĕсене, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене паянхи мирлĕ куншăн тав турĕç. Уяв район тата ял тăрăхĕн администрацийĕн парнисене панипе вĕçленчĕ.

Энĕшпуç. Çĕнтерÿ илсе килнĕ 1945 çулхи май уйăхĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хыçа юлса пырать, анчах унăн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕ хыççăн тата курăмлăрах. Çавăнпах ĕнтĕ вăрçа тухса кайнă паттăрсене асăнса лартнă Хурланакан Амăшĕ палăк патне халăх йышлăн пухăнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкул ачисем те, ял халăхĕ те, вăрçă нушине тÿснĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсем те пĕр тикĕс рете тăрса тухнă. Шел пулин те, ялта паянхи кун тĕлне пурăнакан 5 вăрçă участникĕнчен 2-шĕ кăна килме пултарнă. Пурне те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, вăрçă ветеранĕ Р.Макаров, шкулта вĕрентекен А.Яковлев саламларĕç.

Кивĕ Вăрмар. Вăрçă хирĕнчен çĕнтерÿпе 110 Кивĕ Вăрмар çынни таврăннă. Çак паллă кунăн 64-мĕш çулне вара 5-шĕ çеç кĕтсе илейрĕç, пурте уява хутшăнма пултарчĕç. Вĕсем, вăрçăран таврăнайман салтаксен тăлăх арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, ял халăхĕ, шкул ачисем умĕнче саламлă сăмахпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков, райадминистрацин представителĕ Л.Петрова, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, шкул директорĕ А.Никифоров тухса калаçрĕç. Шкул ачисем Çĕнтерĕве халалланă литература композицийĕ лартса пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика