13 мая 2009 г.
Сывлăх - çыннăн чи хаклă пуянлăхĕ, ăна тăтăшах çирĕплетмелле. Сывлăхлă пулас тесен, пурнăçăн кашни сехечĕпе туллин усă курмалла, физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла, ÿт-пĕве тăтăшах пиçĕхтермелле.
Сывлăхлă çын - пуян тетпĕр пулин те, кĕтмен çĕртен чир-чĕр килсе çапать, çын больницăна лекет. Шурă халатлисем вара вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшма тытăнаççĕ. Çак ĕçре медицина сестрисен тÿпи те питĕ пысăк. Эмелпе сипленисĕр пуçне кашни чирлĕ çынпа вĕсен пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Тепĕр чухне ăшă сăмах эмелтен пахине пурте питĕ ăнланаççĕ. «Ĕçпе пĕрле - вĕренÿ» тенĕ пек медицина сестрисем кашни çулах хăйсем мĕн пĕлнине зачетсем тытса çирĕплетеççĕ, категорисене ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Район больницинче медицина сестрисен канашĕ те ĕçлет. Унта тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухса кирлĕ мерăсем йышăнатпăр, хăш-пĕр чухне çитменлĕхсене тупса палăртса йăнăшсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшатпăр. Районта пулса иртекен конкурссене те хутшăнма ÿркенсе тăмаççĕ шурă халатлисем. Кирлĕ пулсан харпăр-хăй уйрăмĕнче юсав ĕçĕ те тăваççĕ, территорине тирпей-илем те кĕртеççĕ. Медицина сестрисен кашнин хăйĕн профилĕ, кам хăш енĕпе ĕçлет. Пурте питĕ пултаруллă, пĕрне ырласа тепĕрне хурлас çук. Пирĕн ĕçе хисеплесе çулталăкне пĕрре профессиллĕ уяв - медицина сестрисен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ пулать. Ăна 1971 çултанпа уявлаççĕ. Вăл кашни çул майăн 12-мĕшĕнче, акăлчансен паллă медицина сестрин Фолоренс Найтингейлăн çуралнă кунĕнче иртет. Уявăн тематики кашни çулах улшăнать. Кăçал вăл «Укомплектованность сестринскими кадрами спасет жизни» тематикăпа пулчĕ. Çак куна халалласа эпир конкурс та ирттертĕмĕр. Унта медицина сестрисем хаваспах хутшăнса профессиллĕ пĕрлĕхне палăртрĕç. Уяв кунĕ хыçа юлчĕ пулин те пĕрле ĕçлекен медицина сестрисене саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп.