13 мая 2009 г.
Кавал ялĕнче тахçантанпах ача сачĕ пур. Ачасен йышĕ сахалланнă пулсан та, халĕ те ĕçлет, ашшĕ-амăшĕсене савăнтарать. Унта пырса кĕме те кăмăллă. Ачасен илемлĕ сассисем илтĕнеççĕ, шăпăрлансем пырса куракана хаваслăн кĕтсе илеççĕ, ырă сывлăх сунаççĕ. Пÿлĕмĕсенче тирпейлĕ те тап-таса. Т.Григорьева, О.Иванова, Н.Семенова воспитательсем садик картишĕнче, ун йĕри-тавра та таса, тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ, субботниксем ирттерсе тасатсах тăраççĕ.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ воспитательсем. Вĕсене музыкăна, ташă-юрăна юратма вĕрентеççĕ. Çавăнпа та пулĕ концерт ирттересси те йăлана кĕнĕ. Ку енĕпе В.Осипов музыкант нумай вăй хурать. Майăн 1-мĕш кунне - Çуркуннепе Ĕç Уявне кĕтсе илсе каллех концерт пулса иртрĕ. Ячĕ те унăн - «Çуркуннехи тĕл пулусем». Концерта Т.Григорьева ертсе пычĕ. В.Осипов баян каласа юрăсене, ташăсене илем кĕртрĕ.
Ачасем Хĕвелпе, Çурхи шыв юххипе, Куянпа, Кушакпа тĕл пулчĕç, вĕсем çинчен юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç. Çав тери ăста вылярĕç «артистсем», юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăмăр хамăра. Куракансене уйрăмах Н.Иванова, К. Алексеева, М.Игнатьев виççĕн юрланă «Я на солнышке лежу», «Песня львенки и черепашки» юрăсем килĕшрĕç. «Песня о весне», «Белый кролик» юрăсене Н.Туртушова илемлĕн шăрантарчĕ.
В.Артюков темиçе сăвă калани, ачасем ушкăнпа юрлани, ташлани те çав тери килĕшрĕ.
Юлашкинчен «Хĕвел» ачасемпе сыв пуллашрĕ. «Сыв пул, Хĕвел, ыранччен», - терĕç ачасем. Унтан садик поварĕ А.Калугина пĕчĕк «артистсене» тутлă кукăльпе, пылак компотпа сăйларĕ. Кунта пынисем, ашшĕ-амăшĕсем ачасене, воспитательсене интереслĕ концертшăн тав турĕç. Курас килет çав пирĕн пĕчĕк ачасене! Мĕнле илемлĕ вĕсем! Халĕ вĕт урамсенче те пĕчĕк ачасене сайра-хутра çеç куратăн.