АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен аса илмелли пур

08 мая 2009 г.

 

Çĕнтерÿ кунĕ пирĕнтен аякка та аякка юлса пырать. Вăрçă ветеранĕсем те çулсерен пирĕн йышран уйрăлаççĕ. Вăрмарти ача-пăча библиотекинче Çĕнтерÿ кунне палăртасси - йăлана кĕнĕ уявсенчен пĕри. Çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парассине тивĕçлĕ шайра тытса пырасси библиотекарьсен аслă тĕллевĕсенчен пĕри шутланса тăрать. Майăн пиллĕкмĕшĕнче аслă классенче вĕренекенсем валли шăпах çак уяв иртнĕ. Тĕл пулăва вăрçă ветеранĕ, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Владимир Терентьевич Терентьев тата унăн мăшăрĕ Мария Васильевна Кабакова хутшăнчĕç. Çамрăк ăрăва каласа памалли, аса илмелли чылай пулчĕ вĕсен. Владимир Терентьевич виçĕ хутчен вăрçă хирĕнче аманнă. Паянхи кун та хăйĕн ÿтĕнче хăрушă вăрçă хăварнă снаряд-мина ванчăкĕсемпе пурăнать. Мария Васильевнăн та аса илмелли сахал мар пулчĕ. Пĕтĕм вăя пухса тылра вăй хунă çулсем аса килчĕç. Çар çынни хисепе тивĕç, вăл - тăнăçлăх хуралçи. Çитĕнсе пыракан яшсен аслă тĕллевсенчен пĕри - вăхăт çитсен салтак тумĕ тăхăнасси. Çакăн çинчен сăмах пулчĕ те ĕнтĕ тĕл пулăва хутшăннă райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕнче вăй хуракан Ю.Ефимов калаçăвĕнче. Искусство шкулĕнче вĕрентекенсем вăрçă юррисем янратса чуна хускатрĕç. Уява килнĕ хăнасене библиотекарьсемпе ачасем çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, чĕрĕ чечексем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика