АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ячĕпе сана, асаттеçĕм!...

08 мая 2009 г.

 

Акă ĕнтĕ уяв çитет, вăрçăра пулнă çынсемшĕн - чи пысăк уяв. Мĕншĕн-ха аса килчĕ мана çак уяв; Мĕншĕн тесессĕн манăн та кăштах вăрçăра пулнă хамăн пĕртен пĕр юратнă асатте çинчен каласа парассăм килет.

Иван Иванович Иванов ятлă ман асатте. Вăл 1918 çулта сентябрĕн 5-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн техникума вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтермесĕрех, 1940 çулта, ăна тăваттăмĕш курсран салтака илсе кайнă. Унта вара вăл политработника вĕреннĕ. Вăрçа 1941 çулта Минск хули патĕнче кĕнĕ, артиллерист пулнă. Унтах ăна мăйран амантнă. Ун хыççăн вăл госпитальте 2 уйăх выртнă. Минск хулине хÿтĕленĕ чухне манăн асатте тыткăна лекет. Вара ăна, юлташĕпе иккĕшне, Германие илсе каяççĕ. 6 кун хушши вĕлерме хатĕрленисен, каярах тыткăна лекнисене усракан 321-мĕш лагерьте пулать. Ăçта кăна çитмен-ши, мĕнле кăна асап курман-ши мăнтарăнскер!

1942 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнчен Германири Дальнеберски крайри Вицеце ялĕнче ĕçлеме тивет унăн. Çав çулах Тюсбюрг хулинчи металлурги, ун хыççăн Крупăн нефть заводне лекет. Часах завод çине бомбăсем пăрахаççĕ. Унта вара асаттен акă мĕн пулса тухать. Завода, çуртсене тирпейлесе тăма хĕрсем илсе килеççĕ. Асатте пĕр хĕрĕпе паллашать. Лешĕ Курск облаçĕнчен пулнă. Ăна Ольга тесе чĕннĕ. Вăл асаттене тумтир тупса парса пулăшать. Çак формăпа асаттене Ивандоп ятлă арçын хăй патне ĕçлеме илет.

Часах нимĕçсене Америка салтакĕсем çавăрса илеççĕ, тыткăнрисене хăтараççĕ. Тăватă уйăх хыççăн асаттене Мускава илсе каяççĕ. Вăрçă пĕтсен те вăл тепĕр çулталăк салтакра Днепропетровск хулинче пулать. 1946 çулта демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Çав çулах Арапуç хĕрĕпе Ольга Михайловна Михайловапа çемье çавăраççĕ. Вăрçă хыççăн тыткăнра пулнисене ĕçе вырнаçма та йывăр пулнă, вырнаçсассăн та ĕçрен кăларса янă. Малтанах вăл поезд бригадирĕнче ĕçлет, анчах кăларса яраççĕ. Тепĕр çĕре вырнаçать - унта та çавах. Каярах асатте проводник пулса ĕçлеме тытăнать, унтан машинист помощникĕ пулса вăй хурать.

Чăнах та çăмăл пулман унăн пурнăçĕ, вăрçăра икĕ хутчен йывăр амантаççĕ, вăрçă хыççăн ĕçе те илесшĕн пулмаççĕ. Анчах мĕншĕн-ха; Кам калама пултарать; Вăл пирĕн пулас пурнăçшăн кĕрешнĕ-çке. Халĕ те манман асатте вăрçăри кунсене. Паянхи пек каласа пачĕ мана вăрçă çинчен, анчах пĕтĕмпех ăçтан астăвăн, çамрăк мар текех - 91 çул тултарать. Пирĕн питĕ упрамалла ĕнтĕ вĕсене. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп сана, юратнăран та юратнă асатте, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Эпир эсĕ пурришĕн чăннипех те савăнатпăр, сана юрататпăр. Санăн куллу, санăн сассу малашне те пире нумай вăхăт хушши савăнтартăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика