АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр ĕçре этемĕн чысĕ те хисепĕ

06 мая 2009 г.

«Тыр-пул ăнмасан - çулталăклăх хуйхă, ача-пăча ăнмасан - ĕмĕрлĕх хуйхă», - тенĕ ĕлĕкхи ăслă ватăсем. Ку чăнахах та çапла. Ача-пăча çуралсанах ăна тĕрĕс çул çине тăратасси ашшĕ-амăшĕн, общественноçăн пĕр чарăнми ĕçĕ. Йывăр вăхăтра вĕсене ăнланма пĕлмелле, пулăшма тăрăшмалла.  

Çак тĕллевпех районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çул çитмен ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен органсемпе учрежденисем Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин саккунĕсемпе палăртнă мерăсене еплерех пурнăçласа пынине тĕрĕслесси тата ытти те. Çавăн пекех район Пухăвĕн депутачĕсем йышăннă комплекслă программăсем те ĕçлеççĕ. Ятарлă программăсем тăрăх тĕллевлĕ тăкакланă укçа-тенкĕне район администрацийĕн финанс пайĕпе район прокуратури тăтăшах интересленсе тăраççĕ.

Çул çитмен ачасем хушшинче ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе тата асăрхавсăр ачасем ан пулччăр, преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе асăрхаттарас тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Ку енĕпе çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси ытти органсенчи ĕçченсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче çичĕ лару ирттернĕ. Çак вăхăтра комиссине административлă право йĕркисене пăснă тĕслĕхпе 43 ĕç тăратнă, çав шутран район прокуратуринчен - 2, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнчен - 24 (М.Синичкина - 7, В.Ананьева - 15, С.Михайлова - 2), çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинчен - 10, Канаш станцийĕн линипе транспорт милицийĕнчен - 1, Çĕмĕрлери линипе транспорт милицийĕнчен - 1, Вăрнарти шалти ĕçсен пайĕнчен - 2, Шупашкар хулин шалти ĕçсен пайĕнчен - 3.

Комисси ларăвĕнче тĕрлĕрен административлă протоколсене пăхса тухнă. Çавна май 15 çынна асăрхаттарса хăварнă, право йĕркине пăснă 27 çынна административлă майпа айăпласа штрафланă. Хăй ирĕкĕпе штраф тÿлеменнисене районти суд приставĕсем урлă татса панă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче 51 ача учетра тăрать, вĕсенчен 21-шĕ районти шкулсенчи ачасем, 16-шĕ профессипе техника училищинчен, аслă вĕренÿ заведенийĕнчен - 1, техникумра вĕренекенсем - 6, ĕçлекен 4 ача, 3-шĕ ĕçлемеççĕ, вĕренмеççĕ те. Вĕсем пирки кашни виçĕ уйăхрах ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерсех тăратпăр.

Çул çитмен ачасене тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе обществăлла воспитательсене çирĕплетсе паратпăр. Вĕсенче ытларах хăй тытăмлăх депутачĕсем тăрăшаççĕ. Воспитательсем ачасемпе уйрăмшарăн та, ашшĕ-амăшĕсемпе те тĕл пулса калаçаççĕ, тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ. Т.Павловапа Е.Иванова депутатсем хăйсен ĕçĕсене яваплăха туйса туса пыраççĕ. Çавăнпа вĕсем район пуçлăхĕн Дипломне илме тивĕç пулчĕç.

Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен районти комисси ачасем ытларах пулакан вырăнсене тăтăшах тухса çÿрет. Ачасемпе тĕрлĕрен калаçусем ирттерет. Чылай чухне преступлени çулĕ çине тăма пуçланă ачасене тÿрĕ çулпа кайма пулăшать. Тĕрлĕрен акцисене хутшăнса ĕçлени те воспитани ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ.

Ăнăçсăр çемьесене тупса палăртасси те комисси членĕсене канăç памасть. Ку çемьесенче ачасем хĕн-хур курса пурăнаççĕ. Вĕсен прависене те хÿтĕлетпĕр. 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăнăçсăр 91 çемье учетра тăрать, вĕсенче 165 ача пурăнать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене пăхмасăр эрех ĕçсе çапкаланса çÿреççĕ. Кун пеккисене вара каçару çук. Вĕсенчен ачисене туртса илеççĕ. Кун пек çемьесем Чупай, Чулкас ялĕсенче пур. Тĕрлĕрен рейдсем ирттерсе ялсенчи ăнăçсăр çемьесенче пулатпăр. Иртнĕ çул 13 çемьене çитнĕ, вĕсенче çула çитмен 31 ача пурăнать. Кашнинпех калаçса, çитменлĕхсене палăртса, асăрхаттарса хăварнă. Ку ĕç малалла пырать. Кун-çул кашнин пĕрре килет, çавăнпа та пурин те тĕрĕс пурăнма тăрăшмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика