АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах çутă пултăр

06 мая 2009 г.

Яланах çутă пултăр

«Урмарыэлектросеть» муниципаллă унитарлă предприятире вăй хуракансен кăçал туса ирттермелли ĕç калăпăшĕ самаях пысăк. Вăрмар поселокĕнчи, Çĕнĕ Кавал ялĕнчи, районти хăш-пĕр шкулсемпе ача сачĕсен территорийĕсенчи электричество хуçалăхне тимлесси вĕсен çинче тăрать-çке. Юлашки çулсенче кивелнĕ йывăç юпасене çĕнĕ мачтăсемпе улăштарса кивĕ пралуксене изоляциленĕ кабельсемпе улăштарасси вăй илсе пырать

Çулталăк пуçланнăранпа поселокри пурăнмалли кăнтăр хĕвел анăç микрорайонĕнче кăна çĕнĕ 69 юпа лартнă, 62 çурта çĕнĕ кабельсемпе (пĕтĕмпе 2500 м) çутă кĕртнĕ, КТП - 25 трансформатор хута янă. Киров, Комаров, Свердлов урамĕсенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки нумаях пулмасть хаçатра çырнăччĕ. Малашне тумалли ĕçсем те сахалах мар. Çывăх вăхăтра Калинин, Комсомольская, Маяковский, Чăваш Ен, Пушкин, Порфирьев урамĕсенче, Комаров тăкăрлăкĕнче реконструкци ĕçĕсем ирттермелле. Çĕнĕ юпасем лартса тухнă хыççăн пиншер метр çĕнĕ кабель кармалла. Çакă сетьри электроэнерги çухатăвне, юрлă-пăрлă вăхăтра та вĕсем татăлса анса çынсен пурнăçĕ умне тухса тăма пултаракан хăрушлăха чакарма май параççĕ.

2010 çулта тумалли ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Поселокри Çеçпĕл, Александров, Энтузиастсен, Çĕнĕ тата ытти урамсенче, Çĕнĕ Кавалта çÿлерех асăннă реконструкци ĕçĕсем ирттермелле. Çавăн пекех «Сельхозтехника» предприятийĕ пулнă, Ворошилов, Энтузиастсен урамĕсенчи, Энĕшпуç, Чупай шкул территорийĕнчи КТПсене çĕнĕ йышшисемпе улăштарма палăртнă. Пĕр сăмахпа, электроэнергипе тивĕçтересси çĕнĕ, çÿллĕрех шая çĕкленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика