АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçле манпа пĕрле, манран - лайăхрах

06 мая 2009 г.

Ĕçле манпа пĕрле, манран - лайăхрах

Çурхи ăшă хĕвелпе пĕрлех район çыннисен канăçлăх пĕтрĕ. Çапла пулмасăр - умра Республика кунĕ. Шутлă кун хăвăрт иртет тенĕ пек уяв кунĕ çитиччен район территорине тирпей-илем кĕртсе пĕтермелле. Ку енĕпе вырăнти влаçсем ĕçе тĕрлĕ енлĕ йĕркелеççĕ, Акă, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов кашни кунах ятарлă ушкăна тĕрлĕ çĕре илсе çÿрет. Унта Вăрмар поселокĕнчи организацисемпе предприятисенчен кунсерен çынсем активлă хутшăнаççĕ. Тирпей-илем кĕртни хамăршăн. «Уявĕ килет те каять, илемлĕх хамăршăн. Анчах та çакна пурте ăнланасшăн мар. Тирпей-илем кĕртес çĕрте кашни кун тенĕ пекех хутшăнтăм. Анчах та кашнинчех вырăнта пурăнаканăн тасамарлăхне пуçтарса çÿретпĕр. Харпăр-хăй килĕнчен тухакан каяшсене мĕншĕн айккинчен килсе тасатса памалла? Хваттерсенче пурăнакансен тасамарлăх витĕр çÿрес килет-ши? Эпир тасатнă вăхăтра та кантăкран пăхса лараççĕ. Пĕрле ĕçлеме ыйтсан: «ку çуртра пурăнмастпăр», - тесе пăрăнса утаççĕ. Çынсен чунсăрлăхне ниепле те ăнланаймастăп», - тет чунтанах тарăхса тирпей-илемшĕн тăрăшакан, кунсерен çак ĕçе хутшăнаканскер. Ку калаçăва ыттисем те хутшăнчĕç, пурин те пĕр шухăш. Акă халĕ вĕсем тасатакан аслă çул хĕрринчи участока та çул-йĕр организацисенче вăй хуракансен тирпейлесе тăмалла иккен. Анчах та вĕсем кĕркунне курăк çулакан агрегат пулманни çине йăвантараççĕ. Пĕр-пĕрин çине йăвантарнипе ĕç ăнса пымĕ, темле пулсан та тавралăха тирпей-илем кĕртмеллех, килекен хăнасем умĕнче Вăрмар ятне ямалла мар. Урамсенчи çул хĕррисене те хура тăпра сарса тухрĕç.

Тĕслĕх илмелли çуртсем те пур. Акă Молодежная урамри 18 çуртра пурăнакансем тирпей-илем кĕртессипе активлăх кăтартаççĕ. Хăйсен вăйĕпе çурт умĕнчи ача-пăча вылямалли площадкăна сăрласа илемлетрĕç. «Ĕçле манпа пĕрле, манран - лайăхрах» девиз хальхи вăхăтра чи кирли терĕç ĕçе хутшăнакансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика