АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха кашниех туять

06 мая 2009 г.

Яваплăха кашниех туять

Чăваш Республикин кунĕ кунран-кун çывхарса килет. Кăçал ăна пирĕн районта ирттерме хатĕрленнĕ май, кашни коллектив, уйрăм çынсем умĕнче яваплă задачăсем тăраççĕ. Хăнасем умĕнче пите хĕретмелле ан пултăр, пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланччăр тесе тăрăшаççĕ халĕ пур çĕрте те. Вăрмарти механика завочĕ акă поселока илемлĕ сăн кĕртес тесе тимĕр картасем хатĕрлесе пачĕ. Унта вăй хуракан Г.Серебров сварщик, Ю.Новосельцевпа В.Игнатьев слесарьсем çав картасене халĕ райадминистрацин, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, Вăрмар поселок тăрăхĕн çурчĕсем умне тытса çавăрчĕç, илемлĕ сăн кĕртрĕç.

Районти Культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем иртнĕ çул кÿрсе килнĕ хура тăпра çине газон курăкĕ акса хăварчĕç, Н.Иванов вара çав участока катокпа якатса та тухрĕ.

Райадминистрацинче тата тĕрлĕ организацисенче тăрăшакансем поселокри Ленин урамĕнчи шоссе хĕррине тăкса хунă тăпрана тирпейлесе газон курăкĕ акма хатĕрлеççĕ. Районти Спорт çуртне те çĕнĕ сăн кĕртме палăртнă. Кунта та халĕ ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул пулнă кивĕ çурта та тул енчен никĕсе цементпа хытарса лайăх сăн кĕртессишĕн вăй хураççĕ рабочисем.

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат ĕçченĕсем те хăйсен çурт-йĕрне, складсене юсаççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансем поселокри урамсемпе обществăлла çуртсен таврашĕсене йĕрке тăвас тесе хăйсен вăй-халне шеллемеççĕ.

Кĕскен каласан, пĕрле пулсан ĕç ăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика