06 мая 2009 г.
Çĕршыва сыхлама каякан пулас салтаксене чысласси тахçанах йăлана кĕнĕ. Акă халĕ те районти Культурăпа кану центрне призывниксен ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, юлташĕсем, тен савнийĕсем те, нумаййăн пуçтарăннă. Вĕсене ырлăх-сывлăх, телейлĕ çул, службăра ăнăçу сунма район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариатĕнчи М.Пуклаков подполковник, призывниксемпе ĕçлекен II пай начальникĕ В.Николаев, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Г.Петрова, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ф.Ларионов хутшăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ К.Яковлев ертсе пычĕ, призывниксене юрă юрласа саламларĕ. Çавăн пекех Спорт çуртĕнче вăй хуракан И.Алешин çамрăксене саламласа концерта хутшăнчĕ. Призывниксен ячĕпе А.Прыгуновпа А.Эверсков хăйсене хисепленĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç, Уставпа килĕшÿллĕн службăра пулма сăмах пачĕç.
Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ÿкерттерчĕç, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк тата Афганистанра пулнисен ячĕпе лартнă монумент умне чечексем хучĕç.