АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç шавĕ вăйланать

06 мая 2009 г.

Ĕç шавĕ вăйланать

Хĕрлĕçырти «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çурхи ĕçсене яланхи пекех тăрăшса хатĕрленнĕ. Паха вăрлăх кирлĕ чухлĕ хывса хăварнă. Хальхи вăхăтра Кĕтне юханшыв хĕрринчи пиллĕкмĕш уйра хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Кунти 70 гектар çине çурхи тулă акаççĕ. Тин кăна кÿрсе килнĕ çĕнĕ СЗРС-2,1 сеялкăна тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Ку сеялка мĕн пур ĕçе комплекслă пурнăçлама май парать. Пĕр вăхăтрах культиваци тăвать, вăрлăхпа пĕрле удобрени те хывать çĕре. Çакна палăртма кăмăллă: сеялка çине удобрени ямалли агрегата ăста алăллă механизаторсем хăйсемех ăсталанă.

Эпир пынă вăхăтра С.Петров водитель сеялкăна удобренипе тултарчĕ. С.Сапаркин механизатор Т-150 К трактора тухăçлă ĕçлеттерет. 15 çул тăрăшать вăл механизаторта. Унăн ашшĕ А.Сапаркин та нумай çул тракторпа вăй хучĕ. Çапла вара ывăлĕ ашшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсать. А.Николаев, Г.Григорьев сеяльщиксем ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхаççĕ. Тырă акнă çĕрте çавăн пекех Г.Сапаркин водитель, О.Нарсов пулăшакан ĕçре пултаруллă.

- Пĕлтĕр тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 30 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Кăçалхи тĕллевсем пирĕн татах та пысăкрах, тухăç пĕлтĕрхинчен ытларах илмелле. Çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерессишĕн мĕн пур вăй-хала паратпăр, - хавхаланса каласа парать хуçалăх пуçлăхĕ Александр Геннадьевич Сапаркин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика