АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв пурне те пĕтĕçтертĕр

06 мая 2009 г.

Уяв пурне те пĕтĕçтертĕр

Çуркуннепе Ĕç уявĕ тесе çак куна нумаях пулмасть паллă тума пуçларĕç. Уявĕ вара XIX ĕмĕр вĕçĕнченех пырать. Раççейре ăна пуçласа Петербургра 1891 çулта паллă тунă, вăл Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисен пĕр шухăшлăх кунĕ ятлă пулнă. Ячĕ темле пулсан та, - майăн 1-мĕшĕ - хамăрăн çĕре юратакансен, ăна тирпей-илем кĕртекенсен праçникĕ. Район центрĕнче уяв ячĕпе йĕркеленĕ митинга уçнă май Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртса пурне те праçник ячĕпе саламларĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов кăçалхи уяв Вăрмарсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Республика кунне хатĕрленсе кĕтсе илесси пысăк ĕçпе çыхăннă. Тумаллин чылай пайне пурнăçланă ĕнтĕ, анчах пурнăçа кĕртмелли те чылай-ха. Вячеслав Николаевич уяв¬па саламланă май кашни çынна хастар ĕçĕпе пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл, килĕшÿ сунчĕ.

Çурхи уяв ячĕпе пухăннисене райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова, Е.Федотова пенсионерка саламларĕç. Уявăн малтанхи ятĕнче пĕр шухăшлăх сăмахсем пулни çинчен каларăмăр. Митинг пынă вăхăтрах РФКПăн вырăнти уйрăмĕн членĕсем те хăйсен ялавĕ айне пухăннăччĕ. Анчах çав сăмахсем пирки маннă-ши вĕсем е урăх сăлтав - митинга килнĕ халăхпа хутшăнмарĕç. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, паллах, çапах пĕрле пулма вăхăт çитмерĕ-ши? Уява художествăлла пултарулăх коллективĕсем концертпа тăсрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика