30 апреля 2009 г.
Çуркунне - çут тĕнче чĕрĕлсе вăй илекен асамлă самант. Кăçалхи пултарулăх ушкăнĕсен пĕрлехи концерчĕ çак илемлĕ вăхăтпа тÿр килчĕ. Ăна ку хутĕнче Кĕтеснерте ирттерме палăртнă, мĕншĕн тесен, Кĕтеснерсем кăçалхи отчет-смотр концертне çÿллĕ шайра ирттернĕ иккен. Уява уçма та вĕсенех пÿрнĕ. Сцена çине эрешлĕ кĕпесем тăхăннă хитре хĕрсем тухса тăчĕç. Вĕсем курма килнĕ хăнасене çепĕç юрăсем юрласа саламларĕç тата авалхи чăвашсен йăлипе çăкăр-тăварпа сăйларĕç. Кăмăла çĕклекен тата чуна çÿçентерекен самант! Мĕн чухлĕ туйăм, мĕн чухлĕ асамлăх çак йăла-йĕркере!
Ун хыççăн Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов уява килнĕ хăнасемпе паллаштарса райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалист-экспертне Ю.Максимова сăмах пачĕ. Культура эксперчĕ паянхи пысăк концерта Вăрмар районĕнчи 15 ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Чăнах, унта чи илемлĕ, чи лайăх номерсене тăратнă. Ял халăхне савăк юрăсем, илемлĕ ташăсем, кулăшла сценкăсем, тарăн шухăшлă сăвăсем çав тери кăмăла кайрĕç. Çавăнпа куракансем «артистсене» тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
«Малашне пĕрлехи концертсене районта мар, ялти культура çурчĕсенче ирттерес», - тесе палăртрĕ Ю.Максимов концерт вĕçленнĕ май.