АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пилленĕ чĕкеç чĕлхи

30 апреля 2009 г.

Республика Президенчĕ Н.В.Федоров пуçарнипе 2005-мĕш çултанпа Муркаш районĕнчи «Кĕрен парăс» ача-пăча лагерĕнче Республика тулашĕнчи ачасене йышăнса «Эткер» программăпа вĕрентнин пĕлтерĕшĕ калама çук тарăн. Унта пуçтарăнакан ачасене чĕлхе сăмахлăхĕ, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе паллаштарни хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен чĕлхине ăруран ăрăва куçарса упраса хăварма май парать.

Хăш халăхăн хăйне пурăнма çунат паракан чĕлхене чаплă тăвас килмĕ-ха; Чăваш Наци Конгресĕн 4-мĕш съезчĕн делегачĕ пулнă май Республика тулашĕнчи чăвашсемпе хутшăнса калаçни халĕ те асăмран тухмасть. Ытармалла мар çепĕç калаçаççĕ, хитре кĕвĕ евĕр янăрать вĕсен калаçăвĕ. Тăван Республикăран инçе-инçе пурăнаççĕ пулин те чăваш чĕлхипе мăнаçланса калаçаççĕ. Кирек-ăçта пулсассăн та вĕсем хăйсен кун-çулне Чăваш Ен шăпипе виçеççĕ, унăн хуйхи-савăнăçне курса тăраççĕ. Чунĕпе вĕсем пирĕнпе пĕрле. Республика тулашĕнчи чăвашсем чăваш чĕлхипе калаçни, йăла-йĕркене упрани пысăк хисеп çуратать, вĕсене чун-чĕререн сума сума хистет.

Пуçламăш класс ачисене вĕрентекен пулнă май хамăрăн тăван чĕлхепе тухăçлăрах усă курас, унпа ытларах кăсăклантарас, йăла-йĕркесене, ăруран-ăрăва парнелес тĕлĕшпе тĕрлĕ конкурссем, фестивальсем, уявсем сахал мар ирттеретпĕр эпир вĕренекенсемпе. Амăшĕ пилленĕ чĕкеç чĕлхине хисеплекен чăн-чăн патриот пулса çитĕнессе шанатăп эпĕ, тăван чĕлхе вăл - халăхăн аваллăхĕ, халăхăн телейлĕ малашлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика