25 апреля 2009 г.
Пирĕн Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çамрăк ăрăва ăс, воспитани парас енĕпе ăруран-ăрăва вăй хуракан вĕрентекенсем пур. Династи ĕнтĕ ку. Çырнăччĕ эпĕ Вотяковсен династийĕ çинчен, сăмахăм ку хутĕнче те пулĕ çав хушаматлисем çинчен, анчах та çыннисем урăх. Акă, илер-ха Гэнриета Артуровна Вотякована. Унăн аслашшĕ, Капитонов Семен Романович, вĕрентекен пулса вăй хунă, шкулĕ ун чухне урăххи пулнă-ха ĕнтĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Мăнçырма шкулĕнче мĕн ĕмĕрĕпех тăрăшнă Геннадий Мефодьевич Мефодьев С.Капитонов вĕсене 2-3 класра вĕрентнине, уроксене пысăк пахалăхпа ирттернине, дисциплина çирĕп пулнине аса илет. Семен Романовичăн хĕрĕ Нина Капитонова Чупай шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, вăрçă пуçлансан хăйĕн ирĕкĕпе салтака кайнă, вăрçă хирĕнчен аманнă 120 салтака илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварнă, Ленин орденĕ илме тивĕç пулнă, анчах, шел, пуçне вăрçă çирĕ. Халĕ Мăнçырма ялĕнче Г.Вотяковасем пурăнакан урам Н.Капитонова ячĕпе хисепленсе тăрать. Г.Вотякован амăшĕ те, Волкова Анна Ефремовна, шкулта ĕçлесе 50 çулта пенсине тухсан та, тепĕр 7 çул ачасене вырăс чĕлхипе вĕрентрĕ. Малтан асăннă ветеран А.Волкова класс ертÿçи пулса вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче пысăк авторитетлă пулнине каласа парать. Çав шкулта Анна Ефремовнан хĕрĕ Гэнриета вĕренчĕ, лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Шăхальти вăтам шкулта 1 çул хушши пионервожатăй пулса ĕçлеме пуçлать, çав вăхăтрах Йошкар-Олари пуçламăш классенче учительсем хатĕрлекен институтра куçăмсăр майпа ăс пухать. Института ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен вăл кĕçĕн классене вĕрентме пуçлать. Кăçал Гэнриета Артуровна ку шкулта ĕçлеме пуçлани 35 çул çитет, сахал мар ку. Çак вăхăт хушшинче шутлама, пайлама, çырма пĕлмен мĕн чул çамрăк ăрăва ăс панă вăл. Çурт-йĕр йĕркеллĕ пултăр тесен унăн никĕсне пысăк пахалăхлă тума тăрăшаççĕ, Г.Вотякова хăйĕн ĕçĕнче çав меслетпе ĕçлет, аслă классем валли пысăк пĕлÿ пухнă ачасем хатĕрлеме тăрăшать, çавăнпа та вăл вĕсене вĕрентме пĕтĕм вăй-халне парать. Шкулта пĕрле тăрăшакан аслă классенче вĕрентекенсем Гэнриета Артуровна уроксене яланах çÿллĕ шайра ирттернине, хăй те уроксене тĕплĕн хатĕрленсе пынине, унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ. Çакăнта çырса хăварни те вырăнлă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Г.Вотякова математикăна юратнă, çавна пула пуль, унăн вĕренекенĕсем те çав предмет еннелле туртăнни сисĕнет. Гэнриета Артуровна яланах хăй вĕрентекен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытать. Г.Вотякова вĕрентнĕ çамрăксем нумайăшĕ педагогика енĕпе кайрĕç. Илер-ха Н.Михайлована, Н.Николаевана, Т.Казакована, Т. тата О.Юматовасене. Вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте вĕрентекенсем пулса тăрăшаççĕ. Гэнриета Артуровна вĕрентнĕ С.Ильин - офицер, халĕ Владивосток хулинче службăра тăрать, ун çинчен хаçат страницинче нумаях пулмасть заметка тухнăччĕ. Н.Казаков çар училищине вĕренсе пĕтерсе службăра тăрать.
Сывлăх хуралĕнче те пур унăн вĕренекенĕсем, сăмахран, С.Иванов Чулхула хулинче хирург пулса вăй хурать. Г.Капитонова (хĕр чухнехи хушамачĕ) Йошкар-Олари пединститутра II-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хамăр ял каччипе Владимир Вотяковпа çемье çавăрать. Мăшăрĕ, Владимир Прохорович, çара кайса килсен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерчĕ, нумай çул профсоюз комитечĕн председателĕ пулса ĕçлерĕ, çав вăхăтрах Йошкар-Олари педагогика институтĕнче индустрипе педагогика факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. Мăшăрĕпе, Гэнриетапа, шкула çÿрет, çамрăк арçын ачасемпе машиноведени урокĕсене ирттерет, тракторист пулма вĕрентет. Анчах та унта вăл нумай ĕçлемерĕ, Владимир Прохоровича ял халăхĕ ял Совет председательне суйланă, 18 çул ĕçлерĕ вăл çав вырăнта, ял-йыш ун çинчен халĕ те ырăпа асăнать, анчах, шел, 52-рех çĕрĕ кĕчĕ. Вотяковсем икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса пăхса ÿстерчĕç. Хĕрĕсем амăшĕ çулĕпе кайрĕç, иккĕшĕ те Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтерчĕç. Асли, Лена, Шупашкарта ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлерĕ, халĕ вак предприниматель пулса вăй хурать. Вăталăххи, Татьяна, малтан ялти шкулта математика предметне вĕрентрĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти тăваттăмĕш шкулта математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентет. Кĕçĕнни, Алеша, Шупашкарти строительство техникумне пĕтерчĕ, халĕ хăйĕн специальноçĕпе Мускавра тăрăшать. Гэнриета Артуровнăн 5 мăнук, вăл вĕсемпе савăнать.