25 апреля 2009 г.
Чĕмпĕрте И.Я.Яковлев уçнă Чăваш шкулĕнче Вăрмар енрен 7 хĕр вĕренсе учитель ятне илнĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте шкулсенче ĕçленĕ. Шел пулин те, хамăр ентешсем пирки питĕ сахал пĕлетпĕр: хушамачĕ, ячĕ, хăçан тата ăçта çурални, Чĕмпĕрте хăш çулсенче вĕренни. Юлашки вăхăтра çеç тавра пĕлÿпе кăсăкланакансем çак темăпа тĕрлĕ тĕпчев-шыравсем ирттерчĕç.
И.Я.Яковлев вĕренекенĕсене никама та уйăрса пăхман: вĕренччĕр çеç, тăван халăхшăн усăллă çынсем пулччăр. Паллах, пултаруллисене асăрхасах тăнă. Вĕсене е шкулĕнче вĕрентекене хăварнă, е йĕркеллĕ вырăна ĕçлеме янă. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене яланах пулăшма хатĕр пулнă.
1913 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Иван Яковлевич Хусанти вырăс мар учительсен семинари директорне А.А.Воскресенские çапла пĕлтерет:
«Хисеплĕ Алексей Андреевич!
Пирĕн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи педагогика курсĕн итлекенĕ Акулина Николаева учительница ятне илме экзамен тытасшăн.
Николаева хăйне лайăх енчен кăна кăтартса икĕ çул педагогика курсĕнче вĕреннĕ, çавăнпа эпĕ шанатăп, унран лайăх учительница пулма пултарать. Виçĕ çуллăх педагогика курсне Николаева тепĕр çултан çеç пĕтерет, анчах та малалла вĕреннĕшĕн тÿлеме укçи-тенки çук. Хам енчен эпĕ сиртен çапла ыйтасшăн: Николаевăна майăн пĕрремĕшчен Сирĕн семинарие экзамен тытма ирĕк параймăр-ши;...»
Чăваш патшалăх истори архивĕнче И.Я.Яковлев фондĕнче упранакан документсем тăрăх çакна пĕлетĕн: Акулина Николаева педагогика курсĕнчен чиперех вĕренсе тухать. Çемьери йывăрлăхсене пула вĕреннĕшĕн укçа тÿлейми пулнă вăл, çавăнпа вĕрентекенĕнчен хÿтĕлев ыйтнă. Иван Яковлевич пултаруллă хĕр валли Православи миссионерĕсен обществинчен те пулăшу тархаслать. Сая каймасть: Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ Акулина Николаевана çав общество хÿтте илет, стипенди тÿлесе тăрать.
Акулина Николаевна Николаева Урнар ялĕнче 1894 çулта июнĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Пăртасри чиркÿ прихучĕн шкулĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулне 1907 çулта вĕренме кĕнĕ, 1914-мĕшĕнче учительница ятне илнĕ. А. Николаева чăваш культурин паллă ĕçченĕсене К.В.Иванова, Ф.П.Павлова, Мархва Трубинана лайăх пĕлнĕ. Иван Яковлевичпа мăшăрне Екатерина Алексеевнана ĕмĕр тăршшĕпех ырăпа аса илсе пурăннă. Вăл çырса хăварнисене халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн музейĕн фондĕнче тупса вулама пулать.
1914 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр çул Урнарти шкулта вĕрентет. 1915 çулта Арапуçĕнчи шкула куçараççĕ. Кунти учителе Ф.Н.Головкина Тĕнче вăрçине илсе кайнă-мĕн. А.Николаева Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ А.Н.Никифоровпа паллашать. Ăна забастовкăна хутшăннă тесе К.В.Ивановпа пĕрле пĕтĕмпе 36 ачана шкултан кăларса янă иккен. «Нарспи» авторĕ вăхăтсăр вилни пирки Акулина Николаева А.Никифоровран пуçласа илтет. Çак синкер хыпар икĕ «чĕмпĕрçĕшĕн» пысăк хурлăх пулать.
А.Н.Николаеван педагогикăри çулĕ Пинер ялĕнчи, Канаш хулинчи шкулсенче тăсăлать. Хусанти педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн географипе биологи учителĕнче тăрăшать. Çапла вара вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухура И.Я.Яковлев пиллесе: «Темиçе çул хушши Чĕмпĕр шкулĕ сирĕншĕн тăван кил пулчĕ. Вăл сире вĕрентрĕ, ăс пачĕ. Çын пуласси пĕтĕмпех хăвăртан килет. Эсир пулас учительницăсем çеç мар, пулас ача амăшĕ те, çемье çул пуçĕ те. Эсир халăхран тухнă, халĕ учительсем пулса ун патне таврăнатăр. Сирĕншĕн халăх хушшинче пĕчĕк ĕç те, пысăк ĕç те ан пултăр - эсир халăх ĕçне тумалли çынсем. Ăна çутта кăларассине хăвăр çине илсемĕр. Телей сунатăп сире. Манăн шанчăка тÿрре кăларăр» каланине ĕмĕрĕпех манман, çутлăх ĕçĕнче ырă чунпа, таса кăмăлпа тăрăшнă.