АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар машинисем ячĕшĕн çеç ан пулччăр

22 апреля 2009 г.

Çуркунне çитсен, ялсенче вут-кăвар инкекĕ ытларах пулать. Пушарсем çурт-йĕре, пурлăха пысăк сиен кÿреççĕ. Вут-кăварта çынсем вилесси те пулкалать. Акă иртнĕ çул кăна 6 çын çунса вилнĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра район территорийĕнче 7 пушар тухнă, пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Инкексен сăлтавĕсене тишкерес-тĕк çакă курăнать: пушар вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе, электропроводка юсавсăррипе, пĕчĕк ачасене пăхакансăр, хăйсене кăна пăрахса хăварнипе, ĕçлекен газ плитисене, çунакан кăмакана никамсăр хăварнипе, юсавсăр кăмакасенчен, ÿсĕрпе вырăн çинче пирус туртса выртнинчен тухать.

Пушара вăхăтра сÿнтерес, алхасма парас мар тесен пурин те пĕрле кĕрешни кирлĕ. Ку енĕпе пушар сÿнтермелли машинăсемпе анлăн усă курни, вĕсене яланах юсавлă тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти пушар чаçĕнче халĕ пушар сÿнтермелли тăватă автомашина. Вĕсенчен иккĕшĕ - резервра, иккĕшĕ дежурствăра тăраççĕ. «Арабоси» агрофирмăра - 2, «Урмарская», «Шигали», «Вăтам Энĕш», Тикашри «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, Энĕшпуç ял тăрăхĕнче, элеваторта пушар машинисем пур. Вĕсенчен чылайăшĕ пушар сÿнтерме тухса çÿреççĕ.

Çав вăхăтрах Энтрияль, Пысăк Енккасси, Кавал, Мăнçырма, Кĕтеснер, Чулкас ял тăрăхĕсенче пушар машинисене йĕркеллĕ тытса тăрасси çине кирлĕ пек çаврăнса пăхмаççĕ, хăш-пĕр машинăсем çинче хуçисем те çуккă. Çакăнпа эпир нимĕнле те килĕшме пултараймастпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика