22 апреля 2009 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăччен те, вăрçă çулĕсенче те, каярах та , 1959 çулчченех, пирĕн районта пушар чаçĕ (команди) пулман. Элеваторпа сĕтел-пукан фабрикинче ПСО (пожарно-сторожевая охрана) йĕркеленĕ. Çак предприятисенче унсăр пуçне рабочисемпе служащисенчен ДПД (ирĕклĕ пушар дружини) пулнă. Вĕсем пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ытти предприятисенчен уйрăлса тăнă. Пушара хирĕç кĕрешмелли пĕрер автомашина çирĕплетсе панă. Машина çинче 4-шар водитель ĕçленĕ, дежурствăра тăнă. Вăрмар поселокĕнче коммуналлă кантур çумĕнче ДПД (ирĕклĕ пушар дружини) йĕркеленĕ. Дружинăсем кашни колхозрах тата Кавалти крахмал заводĕнче те пулнă. Малтанхи çулсенче ялсенчи пушар дружинисен пушар сÿнтерме алăпа уçламалли насуссем кăначчĕ, каярахпа вĕсем мотопомпăсемпе пуянланчĕç.
Дружинăсен ĕçне йĕркелесе пыма районти пушар инспекторĕсене шанса панă. Вĕсем районти милици уйрăмĕнче штатра тăнă. Каярахпа вĕсене Госпожнадзор инспекторĕсем тенĕ. Вăрçă çулĕсенче районти пушар инспекторĕ пулса Арапуç çынни Иван Тимофеев лейтенант ĕçленĕ. Пенсие кайсан ăна В.Белов аслă лейтенант улăштарнă.
1940-1950 çулсенче пушарсем тăтăшах тухса тăнипе ирĕклĕ пушар дружинисен вăйĕпе кăна пушарсене сÿнтерме йывăрланса пычĕ. Çавна шута илсе Вăрмар районĕнчи халăх депутачĕсен ĕç тăвакан комитечĕ Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствипе Вăрмар поселокĕнче пушар команди туса хурас тĕллевпе килĕшÿ тунă. Вăрмар поселокĕн Калинин урамĕнче пушар команди валли депо тума тытăннă, пушар командинче ĕçлеме кадрсем шырама пуçланă. Пушар командин начальникĕ пулма Канаш районĕнчи Çĕнĕ Туçа ялĕнчи Александр Павлович Павлова çирĕплетнĕ. Малтан вăл Энĕшпуç чукун çул станцинче спирт базин пушар командинче вăй хунă. Нумаях та вăхăт иртмен, пушар командине çĕнĕ ГАЗ-63 автомашина уйăрса панă. Водительсем пулса Т.Якимов (Шăхаль), Г.Рублевкин (Кивĕ Вăрмар), В.Иванов (Арапуç), М.Семенов (Йĕпреç районĕ) ĕçленĕ.
1959 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче мана районти пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕ пулма çирĕплетрĕç. 1963 çулта милици уйрăмне районти пушар хуралĕн инспекторĕ пулма чĕнсе илчĕç. А.Павлова аслă инспектор должноçне лартрĕç. Вăрмарти пушар командин начальникĕ пулма элеваторти ПСО начальникĕнче ĕçленĕ К.Димитриева çирĕплетрĕç.
1965 çулта пушар командин ятне улăштарчĕç. «Профессиллĕ пушар чаçĕ» ят пачĕç. Унтанпа начальниксемпе инструкторсем, пушарниксем нумай улшăнчĕç.
1993 çулта пушар чаçĕ çĕнĕ 2 хутлă çурта (депона) куçрĕ.
2002 çулхи январĕн 2-мĕшĕччен çĕршыври пушар хуралĕн служби РФ Шалти ĕçсен министерствине пăхăннă пулсан, халĕ вара Чрезвычайлă лару-тăру министерствин системине кĕрет, инкеке лекнисене çăлакан службăра тăрать. Районти пушар чаçĕн начальникĕнче халĕ В.Ефремов вăй хурать, унăн заместителĕ Д.Платонов. Госпожнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Хованский майор, инспекторĕ Д.Григорьев лейтенант. Унсăр пуçне пушар чаçĕнче 1 инструктор, караул начальникĕсем 4, 10 водитель, 4 пушарник ĕçлеççĕ. Техникăран та пуян. Гаражра пушар машинисем 4. Çак техникăпа пушарниксем инкеке лекнĕ çынсене кирек хăçан та пулăшма, инкекрен хăтарма пултараççĕ.