18 апреля 2009 г.
Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта наукăпа практика конференцийĕ ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Раççей Президенчĕн Указĕ тăрăх кăçалхи çула «Çамрăксен çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çак Хушăва пурнăçа кĕртсе вĕренекенсем паянхи çамрăксене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене çутатса пама тăрăшрĕç. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшнине, Чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕшĕн яваплă пулнине, тăван енĕн ытарайми сăнĕсем çинчен хĕрÿллĕн калаçрĕç. Хăйсем суйласа илнĕ темăна çутатса парас тĕллевпе мультимеди презентацийĕсем хатĕрленĕ. 2009 çул чăваш халăх писателĕ В.С.Алентей, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши поэт юбилейĕсемпе паллă пулнине асăнмасăр хăвармарĕç вĕренекенсем.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем те питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уйрăмах 2-мĕш класра вĕренекен Катя Краснован «Пур шыв та ĕçме юрăхлă-ши;» тĕпчев ĕçне пысăк хак пама май пулчĕ. Ку ĕçпе вĕренекен республикăра иртекен «Эпĕ - тĕпчевçĕ» конкурса хутшăнса район чысне хÿтĕлеме пултарчĕ.
Конференци ĕçĕ шкулти пур предмет та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ.