18 апреля 2009 г.
Даниил Филимонович Филимонов 1855 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Чиркÿллĕ Ямаш ялĕнче çуралнă. 1872-мĕш çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринче И.Я.Яковлевпа паллашать, букварьсем кăларас ĕçе хутшăнать. 1875-мĕш çулта, семинаринчен вĕренсе тухсан, Иван Яковлевич ыйтнипе ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне яраççĕ. Кунта вăл шкул заведующийĕнче ĕçлет, историпе вĕрентмелли кĕнекесемпе пособисем кăларас ĕçе хутшăнать. 1882 çулта Д.Филимонов чиркÿ ĕçне куçать. Çакăнтанпа унăн пурнăçĕ Вăрмар енĕпе çыхăнать те. Хресченсене çутта кăларас, вĕсен пурнăçне çăмăллатас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Кавалпа Мăнçырма ялĕсенче тăрăшать. 1884-мĕш çулта Мăнçырмарах Таса Гурий тăванлăхĕн шкулне, 1888-мĕш çулта хĕрарăмсен училищине йĕркелесе ярать.
Çак пачăшкă ахаль халăха юратни уйрăмах выçлăх çулĕсенче палăрнă. 1891 тата 1911-мĕш çулсенче выçăпа аптăранă чăвашсем валли укçа-тенкĕпе апат-çимĕç пуçтарас ĕçе йĕркеленĕ. Хаçатсенче çак ыйтăва çĕкленĕ. 1891-мĕш çулхи выçлăх çинчен вăл «Николай Иванович Ильминский çинчен» ятлă статйинче тĕплĕн çырса кăтартать: «1891 çулта самана питĕ йывăр пулчĕ, çынсем выçăпа аптăрарĕç. Хăшĕ-хăшĕ виç-тăватă талăк пĕр татăк çăкăр çимесĕр ларатчĕ. Мăнçырмара выçăпа вăйсăрланнă çынсем 25 чун кĕл тутарчĕç. Çынсем çапла пĕтĕмпех аптраса çитсен эпĕ июлĕн 5-мĕш кунĕнче халăх епле аптрани çинчен Николай Иванович патне çыру çырса ятăм. Çыру çитнĕ кунах вăл выçă аптăранă çынсене пулăшма хăй укçине 50 тенкĕ ман патăма ячĕ, унтан вăл çав çырăва хаçат çине алă пустарса ярса Мăнçырма прихутĕнче халăх питĕ аптранине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕ, çавăнтан вара пирĕн прихутри халăха ырă çынсем укçа, çăнăхсем парса пит нумай пулăшрĕç...».
1894-мĕш çулта вăл Ишек салинче Таса Гурий тăванлăхĕн икĕ педагогика класĕллĕ тĕп чăваш шкулне йĕркеленĕ. 1899-мĕш çулта Самар кĕпернине куçса кайнă. 1938-мĕш çулта репрессие лекнĕ.