18 апреля 2009 г.
Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнчи вĕрентÿ программине хатĕрленипе пĕрлех класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелессипе сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Акă малтанах баянпа, аккордеонпа калакансем йышлăн ăмăртрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене А.Веселовскаяпа Е.Павлова, иккĕмĕш-виççĕмĕшсене У.Филиппова, М.Гаврилова, К.Архипова, С.Андреев чи çамрăк кĕвĕ ăстисем йышăнчĕç. Кĕçĕн классенчен В.Алексеева, Т.Васина пĕрремĕшпе иккĕмĕш, В.Смирнов виççĕмĕш вырăнтисем пулчĕç. Конкурса халăх инструменчĕсен уйрăмĕн ертÿçи А.Иванов йĕркелерĕ.
х х х
Вĕрсе каламалли инструментсемпе вылякансем хăйсен конкурсне активлă хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна В.Петровпа Д.Кузьмин труба çинче выляса пысăк туйăмлă ăсталăх кăтартрĕç, мала тухрĕç. А.Матвеев трубапа, С.Щеголев, И.Михеев трубапа выляса иккĕмĕшĕсем пулчĕç. В.Смирнов тенорпа, Д.Алексеев валторнăпа, М.Краснов баритонпа выляса виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç. Конкурсантсем вылякан концерт программине хак пама ятарласа Шупашкартан паллă музыкантсене чĕнсе илнĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ - жюри председателĕ Г.Чижиковпа пĕрле вĕрсе каламалли инструментсемпе вылякансен эксперт ушкăнĕ - А.Трофимовпа О.Никоноров та килчĕç. Жюри членĕсем Е.Ефимов шкулти преподавателе, конкурса йĕркелесе ирттернĕшĕн, унта хутшăнакансене профессионаллăх енĕпе тĕплĕн хатĕрленĕшĕн пысăк хак парса тав сăмахĕпе саламларĕç, ăнăçлăх сунчĕç.
х х х
Фортепьяно çинче вылякансен шкулти ачасен конкурсне шкулти фортепьяно уйрăмĕн ертÿçи О.Трифонова йĕркелерĕ. Хальхинче кунта хутшăнакансем тĕрлĕ композиторсем çырнă этюдсене рояль çинче выляса ăмăртрĕç. Чи малти вырăна Д.Викторова тата М.Ильина тухрĕç. Иккĕмĕшĕсем - Д.Федорова, Т.Степанова, М.Голубева, М.Николаева, С.Гаврилова, виççĕмĕш вырăнтисем - Т.Гаврилов, И.Александрова, А.Иванова çамрăк кĕвĕ ăстисем - пианистсем пулчĕç, жюри саламĕсене тивĕçрĕç.
Искусство шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсем теорипе ăмăртрĕç. Конкурса ачасен искусство шкулĕн теори преподавателĕ, çак уйрăмăн ертÿçи Е.Ефимов йĕркелерĕ.
Интервалсене, аккордсене ачасем епле илтнине тĕрĕслерĕç. Конкурсра шкулти тăваттăмĕш класра вĕренекенсем уйрăмах лайăх хатĕрленнине палăртрĕç жюри членĕсем. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн М.Ильина - пĕрремĕш, Т.Степанова - иккĕмĕш, К.Архипова - виççĕмĕш вырăнсене йышăннипе палăрчĕç. Вĕсене жюри членĕсем ăшшăн саламларĕç.
х х х
Т.Гавриловапа А.Горбунова преподавательсем патĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем сольфеджио предметне пĕлессипе ăмăртрĕç. Конкурсантсем музыка диктанчĕ çырчĕç. 12 вĕренекен ăмăртрĕ кунта. Пĕтĕмлетÿ хыççăн жюри членĕсем пĕрремĕш вырăна А.Баракзай, иккĕмĕшне - А.Алексеева, виççĕмĕшне - А.Иванова кирлĕ чухлĕ балсем пухса тухнине палăртрĕç, призерсене саламларĕç.