18 апреля 2009 г.
Кăçал августăн 25-мĕшĕнче Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕн кирпĕч çуртĕнче кĕлĕсем ирттерме пурнăçланăранпа 195 çул çитет. Ăна чиркĕве çÿрекенсен укçи-тенкипе хăпартнă. Акă мĕн çырнă ун пирки çав вăхăтра: «Вăрăмăшĕ 13, чи сарлака вырăнти сарлакăшĕ - 6, карниз таранхи çÿллĕшĕ 2,5 хăлаç. (Хăлаçра 2,13 см). Штатра 2 священник, диакăн, псалом юрлакан-2». 1915 çулта чиркĕве 10000 тенкĕлĕх страхланă пулнă. 1941-1948 çулсенче чиркÿре кĕлĕсем ирттермен. Хăй вăхăтĕнче Чулкас прихутĕнче Таса Гурий тăванлăхĕн 2, земствăн 1, хутла вĕрентекен 2 шкул ĕçленĕ. Чулкас, Чупай, Çĕнĕ Кавал, Арапуç, Кивĕ Вăрмар, Кĕлкеш, Анаткас, Ямпай тата ытти çывăхри ял çыннисем ку чиркĕве çÿренĕ. Чиркÿн ĕлĕкхи сăнĕ паян кун та упранса юлнă.