15 апреля 2009 г.
Пурнăçне кура хамăр та улшăнатпăр çав. Пайта курасси, пуясси пирки пуçа ытларах вататпăр, вăрлас çул çине тăратпăр. Вăрăм укçа шыраса Мускава е ытти хуласене çÿрекенсен те пурнăçĕ хĕсĕнчĕ пулмалла. Шапашра çÿресе халиччен уйăхне 70-80 пин тенкĕ илекенсемшĕн çакă «чĕр тамăк» пулчĕ тейĕн. Пысăк укçа илес тесен ирĕксĕрех урăх ĕç шырамалла. Хăш-пĕрисем вара тар юхтарса ĕçлесшĕн мар, ямăттине хапсăнаççĕ. Ĕçлемесĕр пурăнас, ют пурлăха çаратас текенсем тĕл пулаççĕ. Çак «кукăр алăсем» хăйсен «хура ĕçĕсемпе» Çĕрпÿ, Канаш, Красноармейскри районĕсенче палăрчĕç. Ку киревсĕр пулăм пирĕн района та çитрĕ. Хĕрлĕçыр ялĕнчи Н.гражданкăнне икĕ ĕнине те картишĕнчен çавăтса тухса кайнă. Энтриялĕнчи икĕ гражданинăнне виçĕ ĕнине вăрланă. «Каскăнсем» ниме те пăхса, хĕрхенсе тăмаççĕ. «Ĕне - çур пурнăç», тетпĕр. Вăл килте юр-варлă пулма, ачасене пăхса ÿстерме кирлĕ. Ватăсемшĕн те усăллă. Çемьене тупăш кÿрет. Вăрă-хурахсем вара хÿтлĕхсĕр, пĕччен пурăнакан е ватă çынсен выльăхĕсене «куç хывнă».
Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче республикăра выльăхсем вăрланă 35 тĕслĕхе регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта 12 пулнă). Вĕсенчен 27-шĕ ялсенчи уйрăм хуçалăхсенчен. Выльăхсене вăрланă тĕслĕхсем Çĕрпÿ районĕнче - 7, Шупашкар - 6, Красноармейски - 4 тата пирĕн районта иккĕ пулнă. Республикăри Шалти ĕçсен министерствин уголовнăй шырав Управленийĕ вăрланă тĕслĕхсене тĕплĕн тишкернĕ тăрăх, преступление пур районсенче те пĕр ушкăнах тăвать тесе палăртнă. Сотрудниксем преступниксен йĕрĕ çине ÿкес тесе мĕн пур мерăсем йышăннă, çаратнă чухне вĕсене алăранах ярса тытма хатĕрленнĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче çĕрле преступниксен ушкăнĕ Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упи ялĕнчи 70 çулхи çыннăн кил хуçалăхĕнчен ĕнине вăрласа тухнă. Вăрăсем пăрушне те пĕрле илсе каясшăн пулнă. Йытă вĕрнипе кил хуçи картишне тухнă, вăрăсем шикленнипе тухса тарнă. Вăрăсен ĕçĕ çакăнпа путланнă: вăрланă тесе шутлакан çынсене пурне те тытса чарнă. Çак операцие Шалти ĕçсен министерствин спецназĕ те хутшăннă. Хальхи вăхăтра 7 çын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Вĕсем Красноармейски тата Куславкка районĕсенчен, 20 çултан пуçласа 28 çула çитичченхи арçынсем, ытларахăшĕ малтан судпа айăпланнисем. Оперативлă информаци тăрăх преступник ушкăнĕ çÿлте асăннă районсен территорийĕсенче вăрланă вуншар тĕслĕх пулнă.
Чăваш Республикин Шалти ĕç министерствин конференц-залĕнче выльăх вăрланă преступниксен ушкăнне тытса чарнă май ирттернĕ брифинга Шалти ĕçсен министерствин уголовнăй шырав Управленийĕн начальникĕ В.Макеев тата унăн заместителĕ Ш.Касанов милици полковникĕсем хутшăннă, преступниксене алăран ярса тытни çинчен каласа панă, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Вĕсем çавăн пекех республикăра кăçал телефон ултавçисен виçĕ ушкăнне тупса палăртни, вĕсен киревсĕр ĕçне тăрă шыв çине кăларни çинчен пĕлтернĕ. Телефонпа пĕлтерекен ултавлă хыпарсене ан ĕненĕр. Çакăн евĕр хыпара тÿрех чĕре патне илме ан тăрăшăр, çывăх çыннăрсемпе калаçăр е милицие евитлĕр.