15 апреля 2009 г.
«Хуçалăх экономики мĕнле аталанса пырасси, социаллă сферăра лайăх еннелле улшăнусем тăвасси, ĕç укçи ÿстересси тата ытти те - пурте хамăртан, администраципе ĕç коллективĕ пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçленĕрен килет». «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче 2007-2009 çулсенче пурнăçласа пымалли коллективлă килĕшĕве улшăнусемпе хушусем кĕртес енĕпе ирттернĕ пухура хуçалăх ертÿçи Н.Петров каланă çак сăмахсем унăн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, тĕп специалист-эксперчĕ Н.Васильев хутшăнчĕç.
Чи малтанах отчетлă тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе профком председателĕ Г.Петров паллаштарчĕ.
Фабрикăра паянхи кун тĕлне 172 çын вăй хурать, 2008 çулта вăтам ĕç укçи 7020 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче коллективлă килĕшÿпе пăхнă пекех ăна (специалистсемсĕр пуçне) ÿстернĕ. Экономикăра ÿсĕмсем тăвас тесен предприятин пурлăх базине те çĕнетсех пымалла. Çавна шута илсе иртнĕ çул фабрика тĕш тырă пухса кĕртмелли «ACROS-530» комбайн, çĕнĕ сеялка тата ытти техника туяннă, чăх-чĕп, хур фермисенчи агрегатсемпе оборудованисене çĕнĕ саппас пайсем илсе юсанă. Тăкакланни сая каймасть, тупăшпа таврăнать. Акă пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 32 центнер тĕш тырă пухса илнĕ, 460 тонна чăх, 10 тонна ĕне ашĕ,3515000 штук çăмарта туса илнĕ, кашни ĕнерен 3533 килограмм сĕт сунă. Тĕрлĕ шайри куравсене хутшăнса пахалăхлă продукцишĕн Хисеп грамотисемпе дипломсем илме тивĕç пулнă. Çак çитĕнÿ хуçалăх администрацийĕпе коллектив пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе, кадрсен пĕлÿ шайне ÿстерсе пынипе (квалификацие ÿстерме ятарлă статьяпа укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă) çыхăннă. Ĕçлекен çынна хавхалантарма та тĕрлĕ енлĕн пулăшаççĕ хуçалăхра. Отпуска каякан çын ĕç укçипе пĕрлех компенсаци илет, 50, 55, 60 çулхи çуралнă кун ячĕпе кашниех парнене тивĕçет, çемье çавăракансене те манса хăвармаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те шутра - кирлĕ чухне автотранспортпа çур хакпах, утă-улăмпа, тĕш тырăпа тивĕçтереççĕ.
Çамрăк кадрсем хатĕрлесси çине те тимлĕ пăхаççĕ. Ĕçе явăçтарасси ачаранах пуçланать, çавăнпа та çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисене хуçалăхра тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче курма яланах хавас кунта, практикантсене те хапăл туса йышăнаççĕ, çамрăксене вĕренме яраççĕ.
«Çăкăр пулсан юрă та пулать», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Пĕр тĕслĕх - кăçал ЧР ял хуçалăх министерстви ирттернĕ йĕлтĕр эстафетинче Киввăрмарсем иккĕмĕш вырăна тухнă.
Н.Петров директорăн сăмахĕ кĕскен те татăклăн пулчĕ. Чи малтанах хуçалăхшăн паян паллă пулăм пулнине асăнчĕ вăл. Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн профсоюз комитетĕнчен тухса АПК ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз комитетне кĕни çĕнĕ пусăм пулни çинчен каларĕ. Çитĕнÿ тăвасси, тÿрремĕнех кашни вак япалапах çыхăннине палăртрĕ. «Ĕçе кая юлса килтĕн - мĕн те пулса туса çитереймерĕн, çутă е ăшă паракан приборсене вăхăтра сÿнтермерĕн - ытлашши укçа çунтартăн, чăх-чĕпе кирлĕ витаминсем памарăн - ÿсĕм ан кĕт. Хуçалăхăн ячĕ «Урмарская» ăратлă чăх-чĕп фабрики пулсан, ăратлă чĕпсем кăларса сутасси çине тимлĕрех те тимлĕрех пăхмалла, витесем кайăк-кĕшĕкпе тулли пулччăр. Вара продукци туса илесси те, ĕç укçи те ÿсĕ», - терĕ вăл. Ĕç укçи тенĕрен, ăна кăçал вăтамран 7 пин те 600 тенкĕне çитерме палăртнă.
Кăçалхи çу типĕ килме пултарасса калаçаççĕ халăхра. Кун пирки Николай Петрович каланине улăштармасăрах илсе парас килет: «Пире вăл хăратма пултараймасть. - Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ, тĕш тырăн элитлă «Красноуфимская», «Эльф» тата ытти сортсем хатĕрленĕ. Акса пĕтеретпĕр - акатуй ирттеретпĕр, çум курăксене пĕтерме им-çамсем сапатпăр, вырса илетпĕр. Паллах, пурте пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесен». Чăн та, темле кăткăс çăраççиллĕ арча та пĕлсессĕн хăвăрт уçăлать. Çапла пултăрччĕ те.
Ун хыççăн райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Петров сăмах илчĕ. Пур коллектива тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă май, ÿсĕм çăл куçĕн пĕр вăрттăнлăхне уçса пачĕ. Хуçалăх ертÿçи мал курăмлă пулнинчен чылай килет. Ял хуçалăх пайĕпе таччăн çыхăнса ĕçлесе Николай Петрович удобренисене, элитлă вăрлăха, техника валли çунтармалли-сĕрмеллине маларахах, йÿнĕрех хакпа хатĕрлесе хăварнă. Халĕ хăшĕ-пĕрин хакĕ (2-3 уйăх хушшинчех) икĕ хут ÿснĕ. Хуçалăх енчĕкĕ çавăнпа та пушă мар вăл.
Ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Васильев фабрикăри ĕç условийĕсемпе ытти çĕртен килекен такам та ăмсанма пултарнине, çакна ĕçе чăнласах юратакансем кăна тума пултарнине палăртрĕ, профком председательне Г.Петрова «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи профсоюз членĕсем АПК ĕçченĕсен районти профсоюз комитетне кĕни çинчен калакан профсоюз райкомĕн Президиумĕн йышăнăвĕн протоколне пачĕ.
Çавăн пекех фабрикăн тĕп инженерĕ Ю.Никоноров, В.Нарзаев тухса калаçрĕç, коллективлă килĕшÿ пурнăçланнине палăртрĕç. Пуху вĕçĕнче пухăннисем хушусемпе улшăнусем кĕртнĕ коллективлă килĕшĕвĕн проектне пĕр сасăллă пулса йышăнчĕç.