11 апреля 2009 г.
Район администрацийĕ çакна палăртать: 2008 çулта районти депутатсен Пухăвĕнче çирĕплетнĕ районăн 2007-2010 çулсенчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн Программине тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ хушшинчи социаллă-экономикăллă аталану енĕпе килĕштерсе ĕçлес енĕпе тунă Килĕшĕве пурнăçа кĕртесси тĕп вырăнта пулнă.
Продукци ытларах туса кăларнă
2008 çулта мĕн пур промышленность предприятийĕсем, вак предприятисене те шута илсе, 35678,9 пин тенкĕлĕх продукци тиесе янă, 2007 çулхипе танлаштарсан, çакă 139,6 процент пулать.
«Вăрмарти механика завочĕ» тулли мар яваплă общество виçĕмçулхипе танлаштарсан пĕлтĕр продукци 10,5 хут ытларах туса кăларнă.
Районти чылай предприятисем иртнĕ çул, унчченхи çулхипе танлаштарсан, продукцие тиесе ăсатассине чылай ÿстернĕ. Тĕслĕхрен, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат (КБО) - 25,9 процент, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» - 25,2, «Алекс» - 10,8, «Нива» тулли мар яваплă обществă - 10,7, «Вăрмарти электричество сечĕсем» - 20,8, «Вăрмарти теплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти - 13,6, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» хупă акционерлă общество - 16,1, «Шоркистринский» кооператив продукци 12,8 процент чухлĕ ытларах туса кăларнă.
Ял хуçалăхĕ
2008 çулта районĕпе пур категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 35,7 пин тонна тырă çапса илнĕ (147 процент), кашни гектартан тухăç 27,0 центнер пулнă. Ку вăл, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 113 процент нумайрах.
Районĕпе çĕр улмие 2598 гектар çинче лартнă, пурĕ 48329 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ, тухăç малтанхи çулхинчен чылай пысăкрах пулнă.
Кĕр тыррисене 4222 гектар çине акса хăварнă. Усă курман çĕрсене 3866 гектар пусăçаврăнăшне кĕртнĕ (планпа пăхнин 110 процент).
2008 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 15009 гектар çине 1450 тонна минераллă удобренисем хывнă. 2007 çулпа танлаштарсан çакă икĕ хут нумайрах.
Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси те ÿснĕ. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 3560 килограмм сĕт суса илнĕ, виçĕмçулхипе танлаштарсан 151 килограмм ытларах.
Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ пурĕ 3833 тонна туса илнĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан 103,9 процент.
Мĕн пур йышши хуçалăхсенче тата «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче çăмарта нумайрах туса илнĕ.
Строительство
Строительство ĕçĕсем тума пурĕ 631,1 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă, унчченхи çулхинчен чылай нумайрах. Пĕлтĕр 5,5 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсене юсама 10,8 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. 2008 çулта патшалăх комиссийĕ 13,28 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсене йышăннă. Районти пур 51 яла та хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă.
Физкультурăпа спорт комплексне, чукун çул вокзалне, историпе краеведени музейне, пурăнмалли 27 хваттерлĕ çурта тăвасси малалла пырать. «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Программăпа килĕшÿллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курма 29 çамрăк çемьене хваттер туянма свидетельствăсем панă. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялсенче пурăнакан 14 çемье Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен 2602,89 пин тенкĕ илнĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялсенче пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен 1821,83 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 2429,12 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар пулăшу панă.
Пĕчĕк тата вăтам бизнес
Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатлă 100 предприниматель шутланать. Ку сферăра 1828 çын ĕçлет (вĕсен шутĕнче 643 уйрăм предприниматель) е районта ĕçлекенсен 34,8 проценчĕ. Пĕлтĕр вĕсем 65 хушма ĕç вырăнĕ тупса панă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенчен ытларахăшĕ - 42-шĕ (хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх потребкооперативĕсене кĕртсе) ял хуçалăх продукчĕсем туса илес енĕпе ĕçлеççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 5257 гектар çинче тĕш тырă культурисем, çĕр улми, пахча çимĕç, тымар çимĕç çитĕнтереççĕ. Пĕчĕк бизнесри предприятисем 100 шутланаççĕ. Пĕчĕк предприятисемпе вăтам предпринимательсен структуринче ваккăн тавар сутмалли сферăра тата обществăлла апатланура 22 предприяти (22,0 процент) ĕçлет. Пулăшу паракан тата ытти ĕç-хĕл енĕпе 13 предприяти тăрăшать. «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăна тата «Вăрмарти механика завочĕ» уçă акционерлă обществăна хута янă хыççăн продукцие туса кăларасси тата тиесе ярасси палăрмаллах ÿснĕ.