АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ ăсти

11 апреля 2009 г.

Эçпепе ялĕнче тĕрĕ ăсти - Валентина Ивановна Максимова пурăнать. Вĕсен килне кĕрсессĕн юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Стена çинче тата вырăн таврашĕнче тĕрленĕ япаласем илем кÿреççĕ.

Хăй вăл Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1957 çулта Эçпепе каччипе Вениамин Максимович Максимовпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Виçĕ ача çуратса пăхса ÿстереççĕ.

Эçпепе ялĕ Вăрмар поселокĕнчен инçе мар вырнаçнă май Валентина ĕçе Вăрмар поселокне çÿрет. Малтан известь заводĕнче тăрăшулăх кăтартать. Унтан Вăрмарти «Паха тĕрĕ» фабрикинче вăй хурать. Пирĕн кÿршĕрех пурăнаççĕ вĕсем. Пÿрт умĕнчи пахчинче мĕнле тĕрлĕ чечек ÿсместши? Çуркуннерен пуçласа мĕн кĕр кунĕсем çитичченех пÿрт умĕ чечекре.

- Чĕрĕ чечексене юрататăп эпĕ. Çавăнпа лартса ÿстеретĕп. Вĕсен илемне тĕрĕре кăтартасшăн, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Валентина Ивановна.

Кăçал Валя аппа 75 çул тултарать. Çапах та вăл тĕрĕ тĕрлеме пăрахман. Хĕллехи вăрăм каçсенче алла усса ларас килмест унăн. «Алăра ĕç пулмасан - вăхăт иртмест», - тет вăл.

Веня пичче те нумай пулăшать мăшăрне. Тĕрĕ çипписене сÿтсе, тĕрĕ валли рамăсем туса парать. 50 çул ытла ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Кивĕ Шулхан ялĕнчи библиотекăра «Тĕрĕ ăсти» электронлă презентаци, «Тĕрĕсенче пурнăç илемĕ» алă ĕçĕсен куравĕ хатĕрленĕ. Пурте вĕсем Эçпепе ялĕнчи тĕрĕ тĕрлеме юратакан В.Максимова çинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика