08 апреля 2009 г.
«Чăваш Ен ачисем» республика программин шайĕнче те, «Раççей ачисем» федераци программи шайĕнче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пурнăçа кĕрет.
«Çĕр çинчи пурнăçра ачасемшĕн тăрăшнинчен таса ĕç урăх çук. Енчен те ачасем ÿстерместпĕр, вĕсен чунĕсемпе сывлăхне сыхласа хăвараймастпăр, пурнăçне çутăрах, ăс-хакăл енчен пуянрах тăваймастпăр, вĕсене алă тăсса параймастпăр пулсан пирĕн тивĕçлĕ малашлăх пулмасть», - теççĕ «Зоренька» ача садĕнче тăрăшса вăй хуракансем. Çамрăк ăрăва воспитанипе пĕрлех пахалăхлă пĕлÿ те пама тăрăшаççĕ кунти воспитательсем. Кашни ача хăй пĕр тĕнче. Çавăнпа та ăна пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак йывăр та çав вăхăтрах пархатарлă ĕç вара ача сачĕ уçăлнăранпах пурнăçланса пырать. «Зоренька» ача сачĕ 1984 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хуракансен пĕчĕк ачисене вырнаçтарма ача сачĕ çуккине пула вырăнти администраци «Чувашмебель» обществăна çырупа тухнă. Унтан 1983 çулта ача садне хăпартассипе строительство ĕçĕсене пуçăннă. 1984 çулта 4 ушкăнран тăракан «Зоренька» ача садне уçнă. Çак çулах апрелĕн 1-мĕшĕнче вăл ачасене йышăннă. Вăл ĕçлеме тытăнни 25 çул çитрĕ. Паянхи кун та коллектив пĕр чăмăрта пулса «Ачасем - пирĕн пуласлăх» девизпа алла-аллăн тытăнса ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 80 ача çÿрет. Тĕрлĕ кружоксем: «Непоседы» (Е.Прокопьева воспитатель), «Акăлчан чĕлхипе калаçатпăр» (Т.Степанова воспитатель) йĕркелени вĕсен ăс-хакăлне аталантарма пулăшать. Ача сачĕ ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Кашни çулах районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнать. Акă сăмахран ача сачĕн территорине тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе кашни çулах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. 2006, 2008 çулсенче районта иртнĕ «Ăслă ача» конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Республикăра çулсерен иртекен «Светофорик» конкурсăн çĕнтерÿçи, районта иртнĕ «Малышиада» вăйăра та малтисен ретĕнче пулнă. Çакă пĕтĕмпех кунти коллектив тунă ÿсĕмсем. Хальхи вăхăтра пĕчĕк шăпăрлансен пуплевне тĕрĕс йĕркелеме ятарласа логопед ĕçлет. Çавăн пекех психолог та ачасене çут çанталăк илемне туйма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентет. Пурĕ 7 воспитатель, музыка руководителĕ, медицина сестри тăрăшса вăй хураççĕ ача садĕнче. Коллектив пĕр чăмăрта тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Воспитательсем ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма спорт мероприятийĕсем, ăс-хакăла пуянлатмалли занятисем ирттереççĕ. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех çирĕплетсе пыраççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан «Зоренька» ача сачĕ пысăк ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлать.