АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификат илчĕç

08 апреля 2009 г.

Сертификат илчĕç

 

Амăшĕн капиталĕн укçипе пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, хĕрарăмсен ĕç пенсийĕн хушăнакан пайне ÿстерме усă курма пулать. Пирĕн районта амăшĕн капиталĕн укçипе çурт-йĕр кредитне татма ярас текенсем 40 çын заявлени панă та ĕнтĕ. Чылай ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем амăшĕн капиталĕн укçине илекен хĕрарăмсене хавхалантарма пĕлеççĕ, çак пысăк хисепе тивĕçнисене ăшшăн саламлаççĕ, ачасене сывă, тĕрĕс воспитани парса ÿстерме ырлăх-сывлăх сунаççĕ, парнесем параççĕ. Ку енĕпе Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене Г.Эверсковпа О.Иванова тата ытти хăш-пĕрисене уйрăмах палăртмалла.

Çак кунсенче РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче амăшĕн капиталне илме ирĕк паракан сертификатсене пачĕç. Пухăннисене Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков, унăн çумĕ Т.Васильева çак паллă пулăмпа ăшшăн саламларĕç, унпа мĕнле усă курмалли çинчен каласа пачĕç. Сертификатсем илнĕ Кивĕ Вăрмарти О.Шалоновапа Т.Ефимована ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков конвертпа укçан пачĕ. Райпо системинче ĕçлекен Н.Егорова та администраци парнине тивĕçрĕ.

Энĕшпуç ял тăрăхĕнчен амăшĕн капиталĕн сертификатне илни те хаклă парнен хуçи пулса тăчĕ. Мăнçырмари Г.Егоров предпринимательпе мăшăрĕ - Наталия Николаевна хăйсен пĕчĕк пепкине - виççĕмĕш ачине Валентинăна та пĕрлех илсе килнĕ.

Амăшĕн капиталĕн сертификатне илнисем килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика