АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕренекенĕ-2009

08 апреля 2009 г.

Çулталăк вĕренекенĕ-2009

 

 

Районти культурăпа кану центрĕнче «Çулталăк вĕренекенĕ - 2009» конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Асăннă конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче шкулсенче 8-11 классенче вĕренекенсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартса финала тухма пултарнă. Шкулсенче çĕнтерсе район шайне тухнă 16 финалистсенчен жюри шкул, район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче, конференцисемпе ăмăртусенче хутшăннине шута илсе вĕсенчен чи маттур вĕренекенсене О.Владимирована (Чулкас шкулĕ, 9 класс), Г.Павлова (Шăхаль шкулĕ, 9 класс), А.Петрована (Аслă Чак шкулĕ, 9 класс), Н.Павлована (Энĕшпуç шкулĕ, 10 класс), К.Егорована (Чупай шкулĕ, 9 класс), А.Казакова (Кивĕ Вăрмар шкулĕ, 11 класс), И.Шмелевана (Вăрмарти 1 " шкул, 10 класс), Т.Степанована (Пысăк Енккасси шкулĕ, 10 класс) финала хăварнă. Мартăн 31-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче «Çулталăк вĕренекенĕ-2009» конкурсăн финалĕ иртрĕ. Финалистсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартас тĕллевпе тĕрлĕ конкурссем витĕр тухрĕç. Вĕсем «Визитка», «Эпĕ ташлатăп тата юрлатăп», «Манăн хобби» конкурссенче тупăшрĕç. Кашни конкурсант залра ларакансем умĕнче хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн уçса пама тăрăшрĕ. Çавăнпа та жюри членĕсене вĕсене тивĕçлĕ хак пама та йывăр пулчĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванова конкурса пĕтĕмлетрĕ.

Çĕнтерÿçĕ ятне Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 10 класра вĕренекен И.Шмелева илме тивĕç пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика