04 апреля 2009 г.
Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче кашни çулах экологи темипе чылай мероприятисем ирттереççĕ. Кунти воспитательсем ачасене мĕн пĕчĕкренех çут çанталăка юратма хăнăхтараççĕ. Пирĕн ача садĕнче «Хĕллехи сад» экологи центрĕ пур. Кунта эпир ачасемпе занятисем, экскурсисем, опытсем, сăнавсем ирттеретпĕр. «Чĕрĕ кĕтесре» - пулăсем, попугайсем, тимĕр шапа. Çаксем пурте кунта воспитани илекенсене çут çанталăк пуянлăхне упрама вĕрентеççĕ.
Ачасем кунта ирттерекен пур мероприятисене те, праçниксемпе конкурссене активлă хутшăнаççĕ, вĕсене хăйсен ашшĕ-амăшĕсене те явăçтараççĕ.
Кăçалхи февралĕн 23-мĕшĕнче вăтам ушкăнрисемпе «Кайăксене пулăшар» экологи конкурсĕ ирттертĕмĕр. Ачасем ашшĕсемпе пĕрле кайăксене апатлантармалли сырăшсем мĕнле ăсталанине кăтартрăмăр. Конкурса 14 çемье хутшăнчĕ. Тĕрлĕ номинацисенче çаксем çĕнтерчĕç: «Кулленхи пек мар сырăш» - Григорьевсем, Лаврентьевсем, Григорьевсем; «Чи меллĕ сырăш» - Платоновсем, Матвеевсем, Викторовсем; «Чи нумай апат вырнаçакан сырăш» - Антоновсем, Ходомайсем, Михайловсем; «Чи пĕчĕк сырăш» - Ивановсем, Матросовсем, Григорьевсем.
Эпир çапла шутлатпăр: ачасемпе конкурссем ирттермелле. Вĕсене йĕркелесен чи малтанах кайăксене пулăшас туйăм çуралать, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕрле ĕçлени вĕсене çывăхлатать тата ача сачĕпе çемье хушшинчи çыхăну çирĕпленет.
Аслисем ачасене пĕчĕк чухнех çут çанталăка юратма вĕрентни вĕсене воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать, пурнăçра тарăн йĕр хăварать.
Паллă педагог К.Д.Ушинский çапла каланă: «Çут çанталăк - халăха воспитани памалли чи хăватлă факторсенчен пĕри...» Çакна эпир хамăр ĕçре яланах асра тытатпăр.