АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ халăх чиккинче

04 апреля 2009 г.

 

Район центрĕнчен аяккарах вырнаçнăран (Вăрмартан çитме 11 çухрăм) е çырмара пытанннăран-ши - чылайăшĕ Кивĕ Вĕренер ялне пĕчĕк ялсен шутне кĕрет пулĕ теççĕ. Чăннипе вара пĕрре те апла мар, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 147 хуçалăхра 291 çын пурăннă. Кавал ял тăрăхĕнчи 5 ялтан пурăнмалли кил-çурт шучĕпе те, пурăнакан çын йышĕпе те иккĕмĕш вырăнта. Тутар чиккинче вырнаçнăскер, авалах вăл чăвашсен хăйне евĕр форпосчĕ, е хальхи пек вырăсларах каласан, застава пулнă теме те пулать. Паллă тавра пĕлÿçĕ пулнă П.Пряников пирĕн районти чи ватă ялсем çак енчисем тени тĕрĕсех пуль. Ял халăхĕ ытти чăвашсем пекех çĕр ĕçĕпе пурăннине çирĕплетекенни - çул хĕрринчех ларакан çил арманĕн юлашки. Историрен ялта 1882 çултанпах Д.Семенов çил арманĕ тытса тăни паллă. 1902 çулта вăл хуçине 70 тенкĕ таран тупăш кÿнĕ. Ун чухнехи хаксемпе пĕрре те сахал мар. Çутта та тахçанах туртăннă кунти халăх. Акă 1881 çулхи кăтартусем тăрăх ялта хутла пĕлекен 3 çын пурăннă. Вулама пĕлмен çынлă ялсем пулнине шута илсен лайăх кăтарту ку. Ялта хутла вĕрентекен шкул пурри çинчен 1889 çулта асăннă. Ун чухне унта 20 арçын ача вĕреннĕ. Шкул пуррин усси куçкĕретех пулнă: 1877 çулта çуралнă Александр Антонович Антонов ялти шкул хыççăн пĕлĕвне Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă училищĕре, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче малалла тăснă, Чĕмпĕрти духовлă семинарие, Мускаври духовлă академин филологи уйрăмне (1904 ç.) пĕтернĕ. РСФСР халăха çутта кăларас комиссариатĕнче вăй хунă. Нумай вĕрентÿ пособийĕсен авторĕ, вăлах Кивĕ Вĕренер çинчен кĕнеке кăларнă. Районти ялсем çинчен калакан пĕрремĕш кăларăм пулнă вăл...

Ĕлĕкхи мар ĕнтĕ халĕ Кивĕ Вĕренер. Çуртсене газпа ăшăтаççĕ, пĕрре сиктерсе тенĕ пекех пÿртсен тăрринче телевиденин антеннисем - «тÿрилккесем» курăнаççĕ. Н.Блинова уйрăм предпринимателĕн лавкки ĕçлет, шкул, клуб пур, спорт залне те йĕркеленĕ. Пуçламăш шкулта 8 ача вĕренет: 1-мĕшĕнче - 2, 3-мĕшĕнче - 3, 4-мĕшĕнче - 3. Иккĕмĕш класс çук, сăлтавĕ - ача çук. Аслă çулхи ачасене шкул автобусĕпе Кавал шкулне турттараççĕ. Класс ăшă, çутă, хăтлă, анчах кунта 21 çул хушши вăй хуракан Е.Иванова вĕрентекене пĕр ыйту канăç памасть - мĕн пулĕ тепĕр çулне? Вĕрентÿ учрежденийĕсенче реструктуризациленĕ май, пĕчĕк шкула хупмĕç-и? Ял халăхне ытти ыйтусем те канăç памаççĕ - клубпа мĕн пулĕ? Кавалта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлнă хыççăн ялта фельдшерпа акушер пункчĕ хупăннă. Çулĕ пур, автобусĕ çÿрет, чирлесен унта кайма пулать-ха, анчах та кĕтмен çĕртен мĕн те пулса сиксе тухас пулсан пĕрмаях «васкавлă пулăшу» чĕнтерме тивет. Укол тутарма та, сурансене çыхтарма та Кавала, Вăрмара çул тытмалла.

Чылай ют çĕршывсенче ку ыйтусене татса панă ĕнтĕ, инçе ялсенче пурăнакансем вĕренме, вăл е ку пулăшу илме пысăк центрсене тахçантанпах çÿреççĕ, çитес çĕре çитме пур услови те туса панă. Пирĕн те вăл пĕчĕккĕн йĕркеленсе пырать, анчах хăнăхма йывăртарах. Ăслă китаецсем: «Улшăнусем вăхăтĕнче пурăнма тăшмана та сунмастăп», - тесе ахаль каламан çав.

Хăй вăхăтĕнче Кивĕ Вĕренер пĕрлештернĕ хуçалăха - «Ленинский» совхоз-и вăл е каярах йĕркеленнĕ «Заря»-и - кĕнине аса илтерекен пĕр паллă та çук. Çук, суятăп - яла кĕнĕ çĕрте йĕтем пулнă вырăнта пĕр-ик хуралтă упранса юлнă, сÿтсе ĕлкĕреймен пулмалла. Маларах гектарĕ-гектарĕпе хăмла плантацийĕсем куçа илĕртсе ырă шăршă сарнине шкула çÿрекенсем ашшĕ-амăшĕ каласа панинчен çеç пĕлеççĕ пулĕ. Мĕн ĕçлесе пурăнать-ха халĕ вăй питти ял халăхĕ? Вăрмара, чукун çул çине ĕçлеме çÿреççĕ. Арçынсенчен чылайăшĕ вара кÿршĕллĕ Тутар Республикине, Мускава, Питĕре, урăх çĕре ĕçлеме (шапашкăна) каяççĕ, анчах ытларахăшĕ килти хуçалăх çине шанаççĕ. Хăмлине пăрахнă та, анчах хăмла çырли мĕнле ÿстермеллине манман-ха кунти халăх. Вăл пиçнĕ вăхăтра ăна карçинкки карçинккипе Хусана сутма çÿреççĕ хĕрарăмсемпе ачасем. Ку Киввĕренерсен мăнаçлăхĕ, нихăш ялта та кун чухлĕ хăмла çырли ÿстермеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрасси малти вырăнта тăрать. Сăмахран Н.Шишков, Н.Алексеев, Ю.Иванов çулсерен вуншар вăкăр, Г.Ираклеев сысна самăртаççĕ, С.Гурьев çĕр улми çитĕнтерет...

Сывлăшпа ÿсмест вĕт-ха выльăх, курăмне ăçтан тупать халăх? Кун пирки Ю.Ивановпа калаçатпăр. Вунă çула яхăн вăкăрсем тытать вăл. Халĕ картишĕнче 6 вăкăр, 1 ĕне. Çулла вĕсен шучĕ 10-ран та иртет.

- Выльăх усрамасан ачасене вĕрентесси пирки шутламалли те çук, - каласа парать Юрий Геннадьевич (вĕсем вара унăн виççĕ -асли, Станислав, Набережные Челны хулинче, Владислав Шупашкарта вĕренет. Кĕçĕнни Максим çеç сăпкара выртать). Укçа тÿлемелле - вăкăр сутатăп, пысăк япаласем туяннă чухне те курттăм кĕрекен укçапа усă курма меллĕ. Уттине кунтах хатĕрлетпĕр, 3 пай çĕр, тыррине Тутара ĕçлеме кайсан илсе килетĕп. Хуçалăхра мотоблок, бортлă УАЗ автомашина пур.

Çăмăллăн кĕмест, паллах, укçа-тенки, анчах ăна ĕçлесе илмелли ансат мел шутласа тупайман-ха ял халăхĕ. Тепĕр тесен, тăварпа тăварланнă çăкăр тутлăрах та, çăмăлпа килекенни çăмăллăнах çилпе вĕçет. Çÿлерех тутар тырри пирки аса илтĕмĕр. Ĕçлĕ хутшăнăва çеç кĕмеççĕ кунти икĕ халăх. Ял уявĕсене пĕр-пĕрин патне çÿресси тахçанах йăлана кĕнĕ. Кÿкел, Кÿкшел, Айтар, Йăвăнчă ятсем Кивĕ Вĕренер чăвашĕсемшĕн тăван ял ячĕ пекех янăраççĕ. Ку тăрăхри чăваш тутарла, тутарĕ чăвашла пĕлнипе никама та тĕлĕнтереймĕ.

Çавăнпа та-и тен, ытла пит нимрен те тĕлĕнмеççĕ кунта. Хăйсене тата лайăх еннеллех улшăнусем пуласса шанса пурăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика