04 апреля 2009 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин следстви органĕн ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çак службăна 46 çул каялла йĕркеленĕ.
Вăрмарти Шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕнче паянхи кун тĕлне 5 сотрудник. Подразделение 2005 çултанпа юстици майорĕ С.Корнилов ертсе пырать. Кунта вăл РФ Шалти ĕçсен министерствин юридици институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен 1998 çулта вĕренсе тухнăранпах тăрăшать. Тарăн пĕлÿ, пухнă опыт, пысăк тÿсĕмлĕх ăна уйрăма ăнăçлă ертсе пыма пулăшаççĕ. Кунти сотрудниксем О.Кузьмин, Т.Корнилова, А.Никифоров, Л.Александрова хăйсен ĕçне пĕлсе туса пынипе палăраççĕ. Ытларах вĕсен пурлăха вăрланă, çаратнă, çынсене пусахланипе çыхăннă преступленисене уçса пама тивет. Кăçал, хаçата пичете кăларма алă пуснă тĕле, подразделени ĕçченĕсем 12 уголовнăй ĕçе тĕпчесе суда ярса панă. Республикăра та лайăххисен шутĕнче пирĕн следовательсем. Пурне те вĕсене, çемйисене, ветерансене профессиллĕ уявпа саламлатпăр, ĕçре ăнăçусем тума сунатпăр.