АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк шкулсен малашлăхĕ пур-и?

04 апреля 2009 г.

«Вĕрентÿ» наци проектне, «Çĕнĕ шкул» республика программине пирĕн район ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çавна май районта шкулсен çĕнĕ йышши вĕренÿпе пурлăх базине хатĕрленĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен инноваци ĕç-хĕлĕн опытне пухнă. Пире пĕлÿ пани çеç мар, пурте паха пĕлÿ илме пултарни кирлĕ. Юлашки çулсенче республикăра, районсенче шкулсене реструктуризацилес ĕç пырать. Социо-культура-вĕрентÿ комплексĕсене туса йĕркелени халăха реструктуризаци çине урăхла куçпа пăхма хистет, вĕсем ял халăхĕшĕн ăс-хакăлпа культура центрĕсем пулса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн лару-тăру еплерех; Малашлăхра шкулсен шăпи мĕнлерех пулĕ; Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тĕллевпе эпĕ райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Надежда Васильевна Ивановапа тĕл пултăм.

– Надежда Васильевна, хальхи вăхăтра районти шкулсенче миçе ача вĕренет? Ку унчченхи çулсемпе танлаштарсан нумайрах е сахалрах?

– Пирĕн районти шкулсенче халĕ пурĕ 3020 ача ăс пухать. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче вĕсен йышĕ 3265 пулнă. 2009-2010 çулсенче вара шкулсене 2900 ача килĕ. Хăвăрах куратăр, вĕренекенсен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Çакă тÿрремĕнех демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Унпа пĕрлех шкулсенчи классен йышĕ те сахалланать. Акă 2007-2008 вĕренÿ çулĕсенче 198 класс пулнă пулсан 2008-2009 çулта - 187, 2009-2010 çулта 180 класс пулĕ. Хальхи вăхăтра пĕр класра вăтамран 16 ача вĕренет. Республикăра ку кăтарту 19 ачапа танлашать. Республикăри шкулсемпе танлаштарсан эпир класри ачасен йышĕпе 9-мĕш вырăнта тăратпăр. Районти хăш-пĕр шкулсенче çак кăтарту тата япăхрах. Сăмахран, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕр класра вăтамран 11 вĕренекен, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта - 7,75, Тупахри пуçламăш шкулта - 5, Çĕнĕ Мăнтăрта 7 ача пĕлÿ илет. Çакна палăртмалла: йыш сахал классенче пĕлÿ пахалăхĕ нумай ача вĕренекен классемпе танлаштарсан питĕ пĕчĕк. Вĕсен кунта пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе вĕренмелли ача сахалрах. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 вăтам шкулта профиллĕ вĕрентÿ йĕркеленĕ. Ăна шкулсенче çирĕплетни ачан малашлăхĕ пысăккине палăртать. Унпа пулас профессипе тарăн пĕлÿ илме пулать. Хăш-пĕр шкулсенче профиллĕ вĕрентĕве йĕркелеменнисем те пур. Вĕсен хушшинче - Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.

- Вĕренÿ çулĕнче пĕр ача валли шкула нормăпа вăтамран миçе тенкĕ уйăрса параççĕ?

- Нормăпа палăртнă тăрăх, вĕренÿ çулĕ валли пĕр ачана 18 пин те 152 тенкĕ укçа тивет. Анчах та ытти шкулсемпе танлаштарсан хăшĕ-пĕрисенче нормăпа палăртнинчен çак укçа-тенкĕ 3 е 4 хут ытларах та ÿссе каять. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Мăнтăрти пуçламăш шкулти пĕр ачана йышĕ сахаллипе 79 пин те 897 тенкĕ, Тупахра - 83 пин те 772 тенкĕ, Эçпепере - 37 пин те 500 тенкĕ, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 34 пин те 474 тенкĕ тивет. Тепĕр майлă каласан çÿлерех асăннă шкулсене экономика тĕлĕшĕнчен илес пулсан тытса тăма питĕ йывăр.

- Çак шкулсенче пĕр ача пуçне миçе вĕрентекен тивет?

- «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласа шкулсене çĕнетес ĕç пырать. Хальхи вăхăтра республикăра палăртнă йĕрке тăрăх, пĕр вĕрентекен пуçне 11 ача тивмелле пулсан пирĕн районта ку кăтарту тăххăрпа танлашать.

Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕр вĕрентекен пуçне - 5, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта - 4, Тупахри пуçламăш шкулта 3 ача тивет. Асăннă шкулсенче ача йышĕ пĕчĕккине кура пĕлÿ шайĕ те пысăк пулмалла пек, анчах та шкулсен инноваци программи çителĕксĕрри, ача ăс-хакăл тупăшăвĕсене хутшăнайманни вĕренĕве хавшатать.

Ăçта йыш нумайрах, çавăнта ача пур енлĕн аталанма пултарать. Çавна май база шкулĕсенче вĕрентÿ пахалăхĕ те пысăкрах.

- «Шкул автобусĕ» программа пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пырать?

- «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти 6 шкулта 10 шкул автобусĕ, 2 микроавтобус пур. Вĕсемпе шкул ачисем база шкулсенче тарăн пĕлÿ илеççĕ, аслă классенче вара профиллĕ вĕрентÿ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне республикăра иртекен спорт мероприятийĕсене, театрсемпе музейсене те тухса çÿреççĕ. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче яллă 35 вырăнтан 10 шкул автобусĕ 452 ачана база шкулĕсене илсе çÿрет. Унпа пĕрлех ачасене ялсенчен автобуссемпе çÿреме çăмăллăхлă билет парассине те йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика