АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех кондициллĕ

04 апреля 2009 г.

Пĕтĕмпех кондициллĕ

Иртнĕ çул Тикашри «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 30 центнер пухса кĕртрĕ, вăрлăх çителĕклĕ чухлĕ хывса хăварчĕ. Кунта вăй хуракансем кăçал акмалли мĕн пур вăрлăха кондицие лартас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. В.Кабаков кладовщик йĕркелесе пынипе Н.Чернова, П.Кабакова, М.Нарсова, Н.Демьянов, Е.Иванов, С.Харитонов рабочисем 800 центнер вăрлăха кондицие лартас тĕлĕшпе тăрăшрĕç. Урпана алласа пĕтернĕ ĕнтĕ, халĕ тулă çине куçнă. Çавна та палăртса хăварма кăмăллă: вĕсем сутмалăх та 1800 центнер пахалăхлă урпа вăрлăхĕ хатĕрлесе хунă.

- Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май пĕлтĕрхинчен те тухăçлăрах тыр-пул çитĕнтерессишĕн кĕрешмелле. Иртнĕ çул кĕрхи тырăсене 250 гектар çинче акса хăварнăччĕ. Çуркунне 350 гектар çине çурхи тырăсем акатпăр. Акмалли мĕн пур вăрлăха кондицие лартнă. Урпан «Эльф» элитлă вăрлăхне 660 центнер хатĕрлесе хутăмăр. Çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникипе çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ, - каласа парать хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика