04 апреля 2009 г.
Районта право йĕркисене пăснине хирĕç кĕрешекен профилактика комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вăрмар район пуçлăхĕ - комисси председателĕ В.Кириллов ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче икĕ ыйту пăхса тухрĕç: «Районти шалти ĕçсен пайĕн участокри милици уполномоченнăйсемпе профилактика канашĕ поселокри тата ял тăрăхĕсенчи территорисене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлесси», «2007-2010 çулсенче Вăрмар районĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстересси» районти тĕллевлĕ программăна пурнăçласа пырасси. Пĕрремĕш ыйтупа районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Яранов тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал районта санитари требованийĕсене пурнăçламан граждансем пирки пурĕ 26 административлă протокол çырнă. Унсăр пуçне кăçалхи 3 уйăхра хăйсем пурăнакан вырăна граждансем тирпей-илем кĕртменнине пула вĕсене 55 хутчен асăрхаттарса хăварнă. Акă сăмахран, Хĕрлĕçыр ялĕнчи урамсенче вутă-шанкă, вак чул купаланса выртать, пурасем те урам варринчех. Пĕтĕмĕшле каласан иртсе çÿреме çул та çук. Çавна май асăннă ялта çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе хăш-пĕр граждансем пирки милицин участокри уполномоченнăйĕ пурĕ административлă 7 протокол çырнă. Çавăн пекех А.Яранов кашни çулах тирпей-илем кĕртессипе «Тасалăх» операци пынине пĕлтерчĕ. «Тасалăхшăн тăрăшасси пурин тивĕçĕ те. Çак ĕçе эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле йĕркелесе пыма тăрăшатпăр», - терĕ вăл калаçăвне вĕçленĕ май. Унтан Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен районта тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе уйăхлăх ирттермелли çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнура пулнине каларĕ. Республика кунĕ пирĕн районта иртнĕ май, поселокра йывăç-тĕм лартассине те йĕркелемелле. Валерий Александрович каланă тăрăх, поселока хăтлăх кĕртме кашнин тăрăшмалла. Анчах та юлашки вăхăтра хăшĕ-пĕри урама выльăх-чĕрлĕхе кăларса янă тĕслĕхсем те пур. Качакасем урам тăршшĕпе кĕтÿпех çÿреççĕ. В.Иванов пуçлăх ку тĕлĕшпе çитес вăхăтра çирĕп мерăсем йышăнма палăртрĕ. Хальхи вăхăтра та качакасем тытакан граждансемпе калаçусем тăтăшах ирттернине çирĕплетрĕ. Поселокра пурăнакан граждансен выльăх-чĕрлĕхĕсене кăларса ярас пулмасть, мĕншĕн тесен вĕсем шкул ачисем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, районти мĕн пур халăх тăрăшса тăвакан чечек клумбисене, лартнă йывăç-тĕмсене тĕп тăваççĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров тухса калаçрĕ. Вăл çул-йĕр правилисене пăхăнман, руль умне ÿсĕр ларнă тĕслĕхсем пирĕн районта та пурри çинчен каларĕ. Çавăн пекех çул çинче ачасем те инкек тÿсеççĕ. Хăш-пĕр граждансен кивелнĕ ял хуçалăх техникине те списать тумалла. Кăçал юрăхсăра тухнă 90 единица техника списать тунă. Машинăсем йышлă çÿрекен вырăнсенче видеокамерăсем лартмалли çинчен те палăртрĕç ларăва хутшăннисем.
Ларура шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ А.Николаев, район прокурорĕн помощникĕ Ю.Никифоров, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ В.Нестеров тухса калаçрĕç.
Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетрĕ. Республика кунне пурин те тĕплĕн хатĕрленмелли, поселокра, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртмелли çинче чарăнса тăчĕ.