АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллăскер

01 апреля 2009 г.

 

Республикăри клиникăпа онкологи диспансерĕн хирурги уйрăмĕнчи процедура кабинетĕнче вăй хуракан ырă кăмăллă та сăпайлă, ĕçе чунтан парăннă медицина сестрипе Надежда Ершовапа паллашма тÿр килнишĕн савăнатăп кăна. Самай опыт пухнă, ĕçе тĕплĕн тума тăрăшакана коллективра хисеплеççĕ.

1987 çулхи март уйăхĕнче Зеленодольскри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн килнĕ вăл кунта. Унăн ĕç кĕнекинче те çакăнта ĕçе илни çинчен çырса хуни пĕрре кăна. Вĕренсе пĕлÿ илнĕ те çакăнтах тĕпленнĕ. Çамрăк специалист малтанхи вĕрентекенĕсене - Любовь Порфирьева аслă медицина сестрипе Галина Кудряшова медицина сестрине ырăпа асăнать. Вĕсем халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсен лайăх енĕсене нумай вĕренсе юлнă вăл, çавсем пек пултаруллă та вăр-вар пулма тăрăшнă. Чирлĕ çынсене сыватассине хăйĕн чи малтанхи тивĕçĕ тесе шутланă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Çавăншăн уйрăм заведующийĕ В.Мокеев та ăна хисепленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ ыйтусене вĕсем пĕрле сÿтсе явнă.

Кĕлкешре çуралса ÿснĕ пирĕн ентеш Надежда Николаевна 1984 çулта Владимир Георгиевич Ершовпа çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ - «Акконд» уçă акционерлă обществăра мастер-наладчик.

Вĕсем икĕ ача пăхса ÿстернĕ. Саша ывăлĕ - водитель. Денис мăнукĕ 7 уйăхра. Катя хĕрĕ Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл Мускаври патшалăх уçă университетăн строительство факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет.

Ăçтан тупăннă-ха ырă кăмăллă медицина сестрин çавăн чухлĕ пултарулăх, ĕçе юратни, çепĕç чĕлхе, чирлисене сыватассишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне парасси? Çынсене эмелпе кăна мар, япшар чĕлхепе те сыватать вăл. Çак ырă енсене ăна ашшĕпе амăшĕ тата 98 çулхи хунямăшĕ Евдокия Ивановна парнеленĕ. Ашшĕ - Николай Иванов ăста платник пулнă, амăшĕ - Валентина ялта сутуçăра вăй хунă. Çемьере виçĕ ача ÿснĕ вĕсем. Саша пиччĕшĕ Мускавра пурăнать, вăл строительство организацийĕнче прораб. Таня хăйĕн çемйипе Шупашкарта вырăн тупнă. Хусанти фармацевт училищине вĕренсе пĕтернĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Ивановсем Кĕлкеше килеççĕ. Кил-çурт вара ачасен хаваслă сассипе тулать. Мускавран тата Шупашкартан килнĕ хăнасем кÿршĕсене юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика