АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пĕрлешĕвĕ «МиД»

01 апреля 2009 г.

 

Шкул вăл - пирĕн пурнăç. Унта эпир коллектив ĕçĕн пуян опычĕпе паллашатпăр, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕренетпĕр. Шкул тата обществăлла организаци пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи «МиД» ачасен пĕрлешĕвĕ 1996 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Унăн активлă членĕсем - шкул ачисем. Мĕн-ха вăл «МиД»; Çакă тăван ене юратакан, çул çÿреве кăмăллакан, çут çанталăк пуянлăхне упракан, нумай пĕлекен хĕр ачасемпе арçын ачасен ушкăнĕ. Эпĕ те унăн лидерĕ шутланатăп. Пирĕн клубăн ятарлă символика, эмблема, юрă пур. Унсăр пуçне çак пĕрлешÿри кашни ача галстукпа çÿрет. Эмблема çинче арçын ачапа хĕрачана сăнланă. Ку вĕсем туслă пурăннине, пур ĕçе те алла-аллăн тытăнса пурнăçланине пĕлтерекен ăнлав. Çавăн пекех эмблемăра чăваш тĕррин элеменчĕсем те пур. Çакă тăван ене юратнине, унăн культурине çирĕп тытса пынине палăртать. Организаци хăйĕн уставĕпе ĕçлет. Пирĕн пĕрлешĕвĕн тĕллевĕ - ачасене тăван тавралăха юратма вĕрентесси, унăн пуянлăхне упрасси, мероприятисене активлă хутшăнасси тата ытти мĕн пур ачасене явăçтарасси. Пирĕн пĕрлешÿ тĕрлĕ енлĕ ĕçлет. Акă «Чĕрĕ хунавсем» юхăмра ачасем çут çанталăка, тăван ен культурине, унăн историне юратма вĕренеççĕ. «Ачасен ыркăмăллăх орденĕ» юхăмĕнче вара çынлăх, ыркăмăллăх енĕсем малти вырăнта. Эппин, хĕрачасемпе арçын ачасем, пурне те сире пирĕн пĕрлешĕве йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика