01 апреля 2009 г.
Манăн сăмахăм ку хутĕнче Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, çакăнтах тымар янă Валерий Васильевич Егоров пирки пырĕ. «Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», - тенĕ ваттисем. В.Егоров предприниматель пирки те çакнах каламалла. Вăл тăрăшнипе ялта «Ручеек» лавкка, пĕчĕк кафе, çĕвĕ цехĕ уçăлнă. Лавккара туянакана мĕн кирли пĕтĕмпех пур. 2006 çултанпа ĕçлет вăл. Ялта пурăнакансемпе калаçнă май çакна пĕлтĕм: вĕсем ку лавкка уçăлнипе чăннипех те кăмăллă. Аякка тухса автобус укçи тăккаласа çÿремесĕрех вырăнта тĕрлĕ тавар туянма пулать. Лавккапа юнашарах çĕвĕ цехĕ те ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра кунта 5 çын тăрăшать. Вĕсем вырăн таврашĕ, хĕрарăмсем валли хитре халатсем, кĕпесем тата ытти те çĕлеççĕ. Хатĕр продукцине çÿлерех асăннă лавккара сутаççĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсене те тивĕçтереççĕ. Аякри çулран килнисене ларса канма, чей ĕçмешкĕн пĕчĕк кафе те пур. Хăй ялĕнчех хитре те илемлĕ, архитектура тĕлĕшĕнчен хăйнеевĕрлĕ çурт-йĕр çавăрнă Валерий Васильевич. Палăртма кăмăллă: хальхи йывăр саманара В.Егоров предприниматель аякри ялта та вырăнти халăх валли ĕç вырăнĕсем туса пама пултарнă. «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе», - текен ваттисен сăмахĕ паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Валерий Васильевичпа курса калаçнă май, вăл чăннипех ял малашлăхĕшĕн шутлакан çын пулни палăрчĕ. «Ял район центрĕнчен аякра пулсан та эпир пĕтмĕпĕр, малаллах ăнтăлăпăр. Çамрăксем те сахал мар, вĕсен пуласлăхĕшĕн пирĕн паянах тăрăшмалла», - терĕ В.Егоров. Ял халăхĕ те Валерий Васильевич пек çынсем ытларах пулсан ял инфраструктури, сăн-сăпачĕ улшăнса пырасса шанать.