АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Самант» малалла ыткăнать

28 марта 2009 г.

 

1929 çулхи февральте чăваш ачисемшĕн пысăк уяв çитнĕ: Шупашкарти "Хатĕр пул" журнал тухма тытăннă. "Хатĕр пул" журнал хăйĕн малтанхи номерĕсенчех ачасен вĕренĕвне, ĕçне-хĕлне анлăн çутатма тăрăшнă. Çакна пурнăçлас тесе, редакции хăй ĕçне ачакорсене, пикорсене, çамкорсене (халĕ юнкор теççĕ), художниксене ытларах та ытларах явăçтарнă. Ачасем вăл е ку ялта çĕнĕ отряд йĕркеленнине пĕлтерсех тăнă, ырă ĕçсем пирки номертен номере статьясем çапăннă. Çамрăксене çĕршыври промышленность ÿсĕмĕсем çинчен каласа панипе пĕрлех, журналистсем вĕсене ăслăлăхпа техникăна хăнăхса çитме те чылай пулăшнă. Ачасене çĕршыв сыхлавçисем пулма хатĕрлес тĕллевпе журнал çар вăййисем епле иртни çинчен каласа панă. Шкул ачисемпе пионерсем Николай Полоруссов-Шелепи, Иван Мучи, Мархва Трубина, Çемен Элкер, Хумма Çеменĕ, Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Леонид Агаков, Александр Алга, Уйăп Мишши, Иван Ивник, Илле Тукташ, Иван Малакай çырнă сăвă-поэмăна, калав-повеçе, очерк-пьесăна хапăлласа вуланă.

Хаяр вăрçă пуçлансассăн, 1941 çулта, "Хатĕр пул" журнал тухма пăрахнă.

1977 çулхи март уйăхĕ чăваш ачисемшĕн каллех уяв пулса тăнă. "Хатĕр пул" журнал, 36 çул хушши кун çути курманскер, çĕнĕрен тухма пуçланă. 1991 çултан "Хатĕр пул" журнал "Çилçунат" ятпа тухма пуçланă. 2003 çулхи октябрь уйăхĕнчен вара ачасен юратнă журналĕ "Самант" ятпа. Малтан ытларах журнала кĕçĕн класра вĕренекенсем çеç вуланă пулсан, халĕ вăл аслăрах класра вĕренекенсемпе çамрăксем валли.

80 çула çитнĕ журнала саламлас тесе Вăрмарти ача-пăча вулавăш ĕçченĕсем 8 "Б" класра вĕренекенсем патĕнче хăнара пулса "Çамрăксем ăна яланах хавас" информаци сехечĕ ирттерчĕç. Ачасене вĕсем пĕрремĕш номерĕсем, журнал историпе аталанăвĕ, рубрикисем çинчен каласа пачĕç. Мĕн çинчен кăна вуласа пĕлме пулмасть пуль журналта. Чăваш Республикинчи паллă çынсем, эстрада çăлтăрĕсем çинчен каласа парать, ят вăрттăнлăхĕсене уçать, тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме вĕрентет, юрату асамĕпе паллаштарать, тĕрлĕ профессин ăсталăхне ăнлантарать, пин-пин сĕнÿ тата канаш парать, "Проза" кăларĕмĕнче çамрăк писателĕсен хайлавĕсене тишкерме чĕнет...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика