28 марта 2009 г.
Вăрмарти РОСТО (ДОСААФ) автошкула çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ: 1957 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи ДОСААФ комитечĕн председателĕн приказĕпе Вăрмарта Шупашкарти автомотоклубăн филиалне уçнă. 1974 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчен вăл ДОСААФ автошкулĕ пулса тăрать. Çак хушăра кунтан Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи пиншер çын (ытларах çамрăк ĕнтĕ) вĕренсе тухса мотоциклист, тракторист, водитель прави, удостоверенийĕ илнĕ, илет те. Унсăр пуçне çарпа патриотизмла воспитани парасси çине те тимлĕ пăхаççĕ. Çак тапхăрта кунта В, С категориллĕ водительсене 2 ушкăнра (кашнинче 25-шер çын) хатĕрлеççĕ, С, Д категориллĕ правасем илес тесе вара 50 ытла çын ăс пухать. Унсăр пуçне шкулăн Куславккари филиалĕнче халĕ механизаторсен ушкăнне те хатĕрлеççĕ.
Специалистсене кунта опытлă преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем хатĕрлеççĕ. Акă В.Кириллов, В.Никитин, В.Димитриев çак ĕçре 30 çул ытла ĕнтĕ вăй хураççĕ. А.Максимов, В.Александров, В.Родзянов, И.Тарасов, В.Юсов, Г.Трофимов, В.Мясников та хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем.