28 марта 2009 г.
Паллах, эпир пурте пыл юрататпăр. Чăнах та, пылран пылакраххи мĕн пулма пултарать! Унăн ырă шăршăллă йăлтăркка тумламĕнче улăхри курăксен сĕткенĕ, июль уйăхĕнчи çăка вăрманĕсен шăрши, хĕвел хĕлхемĕ пухăннăн туйăнать. Çын та ĕлĕкренех пыл хурчĕсен ырлăхĕпе усă курнă, анчах çак ĕçченсен вăрттăнлăхне пĕличчен нумай ĕмĕрсем иртнĕ. Паянхи куна илсен хурт-хăмăр тытакансем пыл хурчĕсен йăли-йĕркине пĕлсе çитнĕ теме те пулать. Çапах та çын хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать пулсан, вĕлле хурчĕн те хăйĕн вăрттăнлăхĕсем сахалах мар. Ватă утарçăсем калашле пурнăç тăршшĕпех хурт-хăмăр усрасан та вĕсен йăли-йĕркине, тыткаларăшне пĕлсе пĕтереймĕн. Сăнанă тăрăх, хуртсем хăйсене хисепленине юратаççĕ, апла пулсан вĕсемпе пĕр чĕлхе тупмасăр тухăçлă тупăш илесси пирки калаçмалли те çук. Тупăш терĕмĕр те, анчах тупăшсăр пуçне пыл хурчĕ çын пекех тĕрлĕ чир-чĕрпе аптранине хушсассăн пылĕ пит пылаках туйăнмĕ.
Çакă тата хурт-хăмăрпа çыхăннă ытти нумай ыйтусемпе районти хуçалăхсенчи утарçăсем тата уйрăм кил хуçалăхĕсенче пыл хурчĕ тытакансем райадминистрацин ларусен залĕнче «Чăваш Республикин хурт-хăмăр агентстви» АУО руководителĕпе Г.Максимовпа семинар-канашлăва пуçтарăнчĕç. Геннадий Антонович утарçăсене çуркуннехи вăхăтра хурт çемйисемпе туса ирттермелли ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Тĕрлĕ чир-чĕрсене хирĕç кĕрешмелли эмелсене ăçтан туянмаллине тата вĕсемпе еплерех, хăш вăхăтра усă курмаллине ăнлантарчĕ, çĕнĕ препаратсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех малашлăха пăхса кашни çуркуннех хурт-хăмăра лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли пирки те асăрхаттарчĕ. Унсăр пуçне Г.Максимов пыл хурчĕ ĕрчетес ĕçри çĕнĕлĕхсем пирки те асăнса хăварчĕ.
Хурт-хăмăр ăстисен ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров хутшăнчĕ. Утарçăсен ĕçне Леонид Иванович пысăка хурса хакларĕ. Районта ытти отрасльсемпе пĕрлех вĕлле хурчĕсемпе ĕçлессине те пысăк тимлĕх уйăрнине, ытти районсемпе танлаштарсассăн Вăрмар тăрăхĕнче те «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçласа ялсенче хурт-хăмăр тытакансем килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илесси ÿссе пынине палăртрĕ.
Нумай тĕрлĕ ыйтусене хускатса сÿтсе яврĕç канашлура, малашне те çакнашкал семинарсем йĕркелеме кăмăл турĕç. Ара, пыл хурчĕн пурнăçне лайăх пĕлекен, çав пĕлÿпе ĕçре усă куракан çын кăна чăн-чăн хурт-хăмăр ăсти пулма пултарать.